Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурте - тасалăхшăн!

Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес, тасатас, симĕслентерес ыйтăва Правительство шайĕнче çĕкленин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку вăл - халăхăн чунĕнче ырăлăх, тăван çут çанталăка юратас тата упрас туйăмсене вăратма тунă утăм та. Ахальтен-и, юлашки вăхăтра çак çивĕч ыйту пур шайри влаç органĕсен пухăвĕнче те малти вырăна тухса тăрать. Халĕ, çуркунне çитнĕ май, хĕлĕпех ун айĕнче «пытаннă» çÿп-çап купи, тасамарлăх тĕнче умне тухса выртрĕ. Чĕрĕлекен çут çанталăкпа пачах килĕшсе тăмасть çакă, ун илемне пăсать кăна.

Хамăр пурăнакан, ĕçлекен территорие тасатма нимĕнле укçа та, мул та кирлĕ мар, чун-чĕресенче кăна яваплăх, ĕçченлĕх туйăмĕсем пулмалла. Акă, «Пĕрлĕхлĕ Раçççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн канашĕ мĕнпур халăха урамсемпе çурт çывăхĕсене, картишсене, садсемпе парксене çÿп-çапран тасатма чĕнчĕ. Çак чĕнĕве вăрнарсем яланхиллех пысăк активлăхпа йышăнчĕç. Район администрацийĕн ĕçченĕсем, ыттисене тĕслĕх кăтартса, пуринчен малтан экологи субботникĕсем йĕркелерĕç: поселокри урамсене пылчăкран хырса, çÿп-çапран шăлса тасатрĕç, йывăç вуллисене шуратрĕç, бордюрсене сăрларĕç тата ыт. те. Вĕсен хавхаланăвĕ районти предприяти-организацисене те хĕл ыйхинчен «вăратрĕ». Вĕсенче тимлекенсем, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем алла кĕреçе-шăпăр тытса çÿп-çап тасатма тухрĕç. Ял поселенисен те халĕ ĕç нумай: урамсене, çул хĕррисене тирпейлемелле, йывăç-тĕм лартса хăвармалла, палăксемпе обелисксене йĕркене кĕртмелле, санитарипе хÿтĕлев зонисем туса хумалла тата ыт. те.

Ĕçĕ, паллах, чылай. Экологи хăрушсăрлăхĕнчен хÿтĕленес тата хамăр пурăнакан территори çÿп-çапран тасатас тĕллевпе республикăра, çавăн пекех районта та, экологи уйăхлăхĕ ирттерме палăртрĕç. Çакă - усăллă та яваплă ĕç. Тăван тавралăх вăл - пирĕн кил, унăн сăн-сăпачĕ - пирĕн пурнăçа кăтартакан тĕкĕр. Эппин çут çанталăк илемне упрас ĕçе кашниех сумлă тÿпе хывтăр! Çĕр çинчи кашни çын йĕркелĕх, тасалăх, тирпейлĕх «хуçи» пулса тăтăр!



"Çĕнтерÿ çуле"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться
;