Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ир акакан тырăллă пулатех!

Ял çыннишĕн яваплă тапхăр – ял хуçалăх культурисене акса-лартмалли вăхăт - çитрĕ. Кăçал та çĕр ĕçченĕ сĕтел çинчех тутлă шăршăллă та кăпăшка çăкăр ан татăлтăр тесе хура тар юхтарма хатĕр.

Районта чи малтан хурçă утсене уй-хире «Хорнзор» ял хуçалăх производство кооперативĕнче илсе тухрĕç. Кĕрхи çĕртме тунă уйсене сÿрелекен А.Васильевпа А.Семенов тата тырă акакан В.Артемьевпа В.Шашков механизаторсем агрегатсен штурвалĕсене çирĕп те мăнаçлăн тытса пыраççĕ, кăçалхи пысăк тухăç никĕсне хывса хăварассишĕн пĕтĕм вăя парса ĕçлеççĕ.

Кăçал хуçалăхра 884 гектар çинчен çурхи ĕçсене туса ирттерме палăртнă. Вăл шутран çурхи тулă 110 гектар, ыраш 100, урпа 85, выльăх кăшманĕ 10, хĕрлĕ кăшман 15 гектар акнă, çĕрулми 70 гектар лартма планланă.

Кооператив уй-хирĕнче иртен пуçласа каçченех ĕç шайĕ татăлмасть. Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне кунта 150 гектар çĕр сÿреленĕ, 60 гектар тулă акнă. Хуçалăхра вăй хуракансем кĕрхи тырă калчисене апатлантарассипе те тимлеççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться
;