Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сиплевçĕ çутçанталăк

15-17 çулсенчи яшсемпе хĕрсемшĕн пĕтĕм çулсем яр уçă, вĕсене çăмăллăн çĕнтерес пек туйăнать. Вăл мĕнле çын пуласси, чун-чĕрепе ÿт-пÿ вăй-хăватне упраса хăварасси вара шăпах çак вăхăтран килет.

Тĕрĕссипе, çын шăпи пеĕтĕмпех хăйĕнчен, тĕпрен илсен сывлăха çамрăкла упрама пĕлнинчен килет. Сывлăх вăл – пĕтĕм çитĕнÿсен никĕсĕ, телей.

Сывлăха ылтăнпа ылмаштараймăн, теççĕ. Çакна тĕпе хурса, çавăн пекех çутçанталăк пуянлăхĕпе усă курса чир-чĕртен сывалма вĕрентес тĕллевпе 29-мĕш професси училищинче «Сиплевçĕ çут çанталăк» ятпа конференци иртрĕ. Галина Николаевна Приезжева библиотекарь тата Зоя Ильинична Кузнецова мастер пуçарăвĕпе 21-мĕш ушкăнпа виçĕ тематикăллă каç иртрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться
;