Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Грант кама лекĕ-ши

Чăваш енри Вĕрентÿпе çамрăксен политики вĕрентÿ тытăмĕнчи наци проекчĕ мĕнле пурнăçласа пынине тата йышăнусен уççăнлăхне республикăри кашни çын пĕлсе тăтăр тата харпăр хăй шухăшне пĕлтертĕр тесе чылай ĕç тăвать. Конкурс материалĕсене хаклама, сăмахран, обществăлла организацисене активлă явăçтарнă, эксперт комиссийĕн ĕçне халăха пĕлтереççĕ, министерство сайтĕнче, çавăн пекех район администрацийĕн сайтĕнче те, çак проектпа ятарлă баннер уçнă. Нумаях пулмасть республикăра пурăнакансем валли Интернет сетĕнче конференци ирттернĕччĕ. Ун вăхăтĕнче халăха кăсăклантаракан 600 ытла ыйту пăхса тухма май килнĕ. Сетьри конференцие (кăçал ăна пуçласа йĕркеленĕ) пирĕн районти вĕрентекенсем те хутшăнма пултарчĕç, ыйтусем пачĕç.

Паянхи куна Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн 93 шкул тупăшаççĕ. Вăл шутра пирĕн районти Калининăри, Туçи Çармăсри, Ярмушкари тата Чăрăшкас Хирлепри шкулсем те пур.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 мая 2006
00:00
Поделиться
;