Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăнара - чăваш халăх поэчĕ

Калининăри вăтам шкул коллективĕ ачасен пултарулăхне аталантарас, пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупма пулăшас ĕçре тĕрлĕ формăсемпе усă курать. Тăтăшах искусство урокĕсем, тĕрлĕ куравсем йĕркелени, экскурсисенче пулни, паллă çынсемпе тĕл пулни çак ĕçе уйрăмах вăйлатать.

Калас пулать, кунтан чылай талантлă ача вĕренсе тухнă, вăл йышра паян Раççейпех палăрнă писатель - поэчĕ те, артисчĕ те, спортсменĕ те, художникĕ те, наука кандидачĕ те пур. Вĕсем шкулăн чи хаклă хăнисем. Вĕренекенсем мухтавлă ентешĕсене хăйсен сăввисене, калавĕсене, очеркĕсене халаллаççĕ.

Çавăн пекех Калинино шкулĕнче тепĕр ырă йăла та çирĕпленнĕ: çулленех кунта паллă çыравçă-поэтсен, ÿнерçĕсен творчество каçĕсене йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Раиса Сарпи, Петĕр Ялкир, Чăваш художникĕсен Союзĕн Председателĕ. Раççей Федерацийĕн тата ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, ЧР Патшалăх преми лауреачĕ Праски Витти  тата ыттисем пулнă хăнара.

Нумаях пулмасть вара шкул вĕсенчен сахал мар паллă çынна - чăваш халăх поэтне Валерий Туркая - йышăннă. Творчество каçĕ тĕлне ачасем тĕплĕн хатĕрленнĕ, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, вырăс, чăваш халăх юрри-сăввисене парнеленĕ. Поэтăн хайлавĕсене те манман вĕсем - хăнан «Куçкÿлĕм, виççĕн», «Тупа», «Пучинке» сăввисене вуланă.

Çак кун В.Туркай поэзи çулĕ çине тин тăракан çамрăк поэтсен сăввисен хаклавçи те пулса тăнă. 11-мĕш класри Анастасия Ложкина «Кукамай кунçулĕ», 11-мĕш класри Анастасия Волкова «Туркая халалласа» сăвăсене вуласа панă. Çамрăк хунавсене тимлĕхсĕр хăварман хăна: хăйĕн кĕнекисене, буклечĕсене парнеленĕ.

Паллах, творчество каçĕ ачасен чунĕсене палăрмалла ырă туйăмсем хăварнă. Поэтăн çĕнĕ сăввисемпе паллашнă хыççăн вĕренекенсем хушшинче те сăвă çыракансен йышĕ ÿсессе шанас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 мая 2006
00:00
Поделиться
;