Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Илемлĕ пултарулăх смотр-конкурсĕ

Апрелĕн 30-мĕшĕнче пушар хуралĕ йĕркелесе янăранпа 357 çул çитет. Çак уява халалласа Вăрнари пушар чаçĕнче илемлĕ пултарулăх смотр-конкурсĕ иртрĕ. Зонăри ăмăртăва Вăрнарти 27-мĕш тата 18-мĕш (Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ), Элĕкри 25-мĕш, Етĕрнери 43-мĕш, Муркашри 37-мĕш, Йĕпреçри 28-мĕш пушар чаçĕн коллективĕсем хутшăнма кăмăл тунă. Кашниех хăйсен пултарулăхне пуренлĕн кăтартма тăрăшрĕç: илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, куракансене хÿхĕм ташăсемпе илĕртрĕç. Конкурс вăхăтĕнче çĕнтерÿçĕсене пулăртман пулин те, Муркашсем чи маттурри те пултарулли пулни курăнчĕ.

Вăрнарсем те юрă-ташă енчен артистсенчен кая марине çирĕплетрĕç. 27-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕн хĕрĕ - Ксюша Александрова хĕвелтухăç халăхĕсен кĕвви-çеммипе ташласа куракансен чĕрисене тыткăнларĕ. А.Смирнов водителĕн хĕрĕ Инна шăрантарнă юрра та вĕсем кăмăлласа йышăнчĕç. Йĕкĕрешсем - Анатолийпе Николай Смирновсем тата Алексейпе Андрей Ивановсем купăспа хаваслă кĕвĕсем выляса юрларĕç. Вĕсем пурте грамотăсене тивĕçрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 мая 2006
00:00
Поделиться
;