Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Килти хуçалăха аталантарма

Пысăк пĕлтерĕшлĕ приоритетлă наци проекчĕсенчен пĕри вăл – «Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ». Проектпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата фермер (хресчен) хуçалăхсемпе пĕрлех уйрăм хушма хуçалăхсене аталанма пулăшасси тĕп вырăнта тăрать. Кăçал патшалăх республикăри килти хуçалăха тытакансем валли 450 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит уйăрнă. Çакă ĕçчен, тăрăшуллă çыннсене ял хуçалăх продукцине ытларах туса илсе çемье бюджетне пуянлатма, ялта та бизнеса аталантарма май парĕ.

Пирĕн районта пурăнакансем патшалăх пулăшăвĕпе усă курни килти хушма хуçалăхри лару-тăрăва тĕпренех лайăхлатма пултарнине тÿрех ăнкарса илчĕç. Паянхи кун тĕлне «Россельхозбанкăн» Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕнчен килти хуçалăха тытакан 30 çемье 4 миллион та 835 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ. Ку тĕлĕшпе Вăрманкас, Малти Ишек, Калинино, Ярмушка, Уйкас Кипек, Кульцав, Пăртас тăрăхĕсенче пурăнакансем вара – чи пуçаруллисем. Кунта виçшер-тăватшар çын çăмăллăхпа усă курать. Маттур ял ĕçченĕсем илнĕ укçапа выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкцилеççĕ, пĕчĕк габаритлă ял хуçалăх техники, минераллă удобрени, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли им-çамсем, ăратлă выльăх, пысăк пахалăхлă вăрлăх, выльăх апачĕ, ял хуçалăх продукцине тирпейлемелли тата выльăх-чĕрлĕх оборудованийĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе саппас пайсем туянаççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсен йышĕ ÿссех пырать. «Россельхозбанкăн» Вăрнарти уйрăмĕн управляющийĕ И.Кошкина каланă тăрăх, кредит илме тата 30 çын заявка панă. Çавăн пекех документ хатĕрлекенсем те сахал мар.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 мая 2006
00:00
Поделиться
;