Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Проект ăнăçлă пурнăçланать

«Вĕрентÿ тытăмне реформăласси» проекта пурнăçа кĕртесси мĕнле шайра пулса пынине палăртас тĕллевпе апрельте Пĕтĕм тĕнчери реконструкципе аталану банкĕн Тĕрĕслев миссийĕ иртнĕ.

Аса илтерме: çак проектпа 2003 çулхи апрельте ĕçлеме тытăннă, ăна кăçалхи декабрьте вĕçлеме палăртнă. Унта виçĕ пилотлă регион хутшăнать: Чăваш Республики, Самара тат Воронеж облаçĕсем. Пирĕн республика проекта пурнăçа кĕртме асăннă банкран 9680000 доллар субзайма тивĕçнĕ.

Ку хутĕнче миссин ĕçлĕ тĕл пулăвĕсем Самара облаçĕнче иртнĕ. Хыççăнах вăл Мускава таврăннă. Кадрсене хатĕрлессипе ĕçлекен Наци фондĕнче иртнĕ тĕл пулура уйрăмах вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарассипе тата вĕрентÿ учрежденийĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене тимлĕх уйăрнă, пуçламăш професси пĕлĕвĕн тытăмне модернизацилессипе пыракан ĕçсене тишкернĕ.

Чăваш енре вĕрентÿ тытăмне реформăлас енĕпе еплерех ĕçленин результачĕсемпе Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Галина Чернова тата Чăваш Республика вĕрентÿ фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Устяк паллаштарнă. Каярахпа координаторсен канашĕнче проект йĕркипе пурнăçлакан мĕн пур çул-йĕре тĕплĕн тишкернĕ.

Çакна та каламалла: Пĕтĕм тĕнчери реконструкципе аталану банкĕн Тĕрĕслев миссийĕ пирĕн республика ку енĕпе комплекслă тата тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 мая 2006
00:00
Поделиться
;