Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕтел çинчи теннис

Вăрнарти спорт комплексĕ юлашки вăхăтра районта çеç мар, республикăра йĕркелекен ăмăртусен те тĕп вырăнĕ пулса тăчĕ. Маларахри уйăхсенче кăна-ха кунта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, йывăр атлетсем, волейболистсем Чăваш енре мала тухассишĕн тупăшрĕç. Иртнĕ шăмат кун вара  спорт комплексĕ теннисистсене пуçтарчĕ.

Республикăри «Урожай» физкультурăпа спорт пĕрлешĕвĕн спартакиади йĕркипе агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсем, яллă вырăнта пурăнакансем хушшинче йĕркеленĕ уçă турнира çичĕ команда хутшăннă.

Хамăр район спортсменĕсем унта лайăх результатсем кăтартнă. Хапăссем, акă, спортăн çак тĕсĕпе вăйлă та çивĕч пулнипе тепĕр хут çирĕплетнĕ. Алексей Шатайкинран, Михаил Ивановран тата Ирина Каленниковаран тăракан команда пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăрнарсен тепĕр команди те - «Химик» спорт клубĕн - ăнăçлă ăмăртнă, иккĕмĕш пулнă.

Виçççĕмĕш вырăн пăрачкавсене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 мая 2006
00:00
Поделиться
;