Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çу çитет: ĕç çинчен шутлама вăхăт

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, çуллахи тапхăр çула çитменнисене ирĕклĕхе хăнăхтарать, шăпах çак вăхăтра вĕсем хулиганла, преступленилле ĕçсем тăвасси ÿсет. Йĕркене пăсакансен списокне уйрăмах ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасем çакланаççĕ. Çавăнпа та кунашкаллисене усăллă ĕçе явăçтарасси паян çивĕч тăрать. Çак ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕн кун йĕркипе пĕрремĕш пăхса тухни те ахальтен мар.

Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал шкулсенче сывлăха çирĕплетекен вунвиçĕ профильлĕ вунпĕр, çирĕм çиччĕ ĕç лагерĕсем ĕçлемелле. Унта канаканĕсем, паллах,- тулли мар, тупăш сахал илекен, ашшĕ-амăшĕ ниçта та ĕçлемен, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен, тăлăх, инвалид, ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр юлнă ачасем. 400 ытла «йывăр» ачана ĕçпе тивĕçтерекен районти центр урлă ĕç тупса пама палăртнă. 700 яхăн ача вара республикăри сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче канĕ.

Шкул çумĕнче йĕркелекен лагерьсенче пĕр смена 21 куна тăсăлмалла. Çак вăхăтра педагогсем кĕçĕннисене ĕçе, йĕркелĕхе хăнăхтарма тивĕç. Çавăн пекех лагерьти кану вăйăсемпе, конкурссемпе, экскурсисемпе пуян пулĕ. Шкулсем хушшинче «Сывлăха çирĕплетекен чи лайăх учреждени» смотр-конкурс йĕркелени те кăçал вĕрентекенсене çине тăрса, хавхалануллăрах ĕçлеме май парĕ.

Ачасен çуллахи канăвне йĕркелеме вĕрентÿ пайĕнчен 166 пин тенкĕ, социаллă страховани фондĕнчен 684,6 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Ф.Тимофеев чи малтанах преступлени çулĕ çине тăма пултаракан, учетра тăракан çамрăксене ĕç патне çыпçăнтармаллине каларĕ. Чăн та, вăл илсе кăтартнă тĕслĕхсем хытах шутлаттараççĕ. Учетра тăракансенчен вунвиççĕшĕ, акă, 14 та тултарман, вунтăваттăшĕ – условнăй майпа айăпланнисем. Спиртлă шĕвексене ĕçсе тата административлă право йĕркине пăсса айăпланнисем те сахалăн мар. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта, акă, çула çитмен ачасем хутшăннипе тунă 20 преступление шута илнĕ, 32 çамрăка эрех-сăрапа иртĕхнĕшĕн, 5-шне хулиганла ĕçсем тунăшăн явап тыттарнă. Кунсăр пуçне ашшĕ е амăшĕ тĕлĕшпе ачисене пăхас тивĕçрен пăрăннăшăн 23, çула çитмен çамрăксене спиртлă шĕвексем сутнăшăн 10 административлă ĕç пуçарнă.

Çак тĕслĕхсене тĕпе хурса милици подполковник, кану планĕсене тĕплĕн тишкерме, ачасен кашни минутне усăллă йĕркелеме, вĕсем тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатма ыйтрĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекен районти центр урлă кăçал 400-тен кая мар ача ĕçлĕ пулĕ. Хальлĕхе предприяти-организацисемпе çичĕ килĕшÿ тунă. Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсем, Вăрманкас, Кульцав тата Калинино ял поселенийĕсем заявкăсем тăратнă та ĕнтĕ. Кăçал çавăн пекех вăрçă ветеранĕсене пулăшма «Тимур командисем» йĕркелеме палăртнă. Ку енĕпе пуçаруллисем те пур, вĕсем – поселокри шкулсем, Калинино тата Вăрманкас ял поселенийĕсем.

Калаçура ачасене вĕри апат çитересси те çивĕччĕн тухса тăчĕ. «Хăшпĕррисем ашшĕ-амăш пур çĕртенех выçă-тутăллă çÿреççĕ, теприсем çăвара пĕр тĕпренчĕк те хыпман. Кунашкаллисен те ĕç çинчен, те апат çинчен шутламалла. Хырăм выççи вĕсен ĕç хавхаланăвне ан путартăр...» - хăйĕн пăшăрханăвне пытармарĕ район администрацийĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин тĕп специалисчĕ В.Егорова. Районта 148 ăнăçсăр çемьене шута илнĕ, вĕсенче 283 ача çитĕнет. Нумайăшĕнче аслисем ĕçкĕ авăрне путнă, ниçта та ĕçлемеççĕ. Эппин, çак лару-тăрура шкулсен аякра тăмалла мар, ачасене хÿтлĕхе илмелле, ашшĕ-амăшĕпе воспитаниллĕ калаçусем ытларах ирттермелле, пĕтĕмлетрĕ докладчик.

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, район пуçлăхĕ А.Кузьмин та асăрхаттарусем чылай турĕ, ку енĕпе яваплă çынсене пуш чан çапма мар, сăмаха ĕçпе çирĕплетме ыйтрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2006
00:00
Поделиться
;