Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш чĕлхине юратма

Районти ача-пăча библиотеки ачасене чăваш чĕлхине юратма, чăваш халăхĕн традицийĕсемпе йăли-йĕркисене упрама вĕрентес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлет. Нумаях пулмасть кунта вăй хуракансем И.Я.Яковлев çуралнă тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Ромашка» ача садĕнче мероприяти ирттернĕ.

С.М.Буданова тата Ю.В.Харлова библиотекарьсем пĕчĕк итлекенсене чăваш халăхне çутта кăлараканĕн – Иван Яковлевич Яковлевăн – ачалăхри пурнăçĕ çинчен каласа панă, патриархăн ăса вĕрентекен хайлавĕсене вуласа панă. Иван Яковлевич пĕчĕк чухнех ĕçчен, пултаруллă пулни, нумай пĕлме тăрăшни ачасене уйрăмах интереслентернĕ.

«Ромашка» ача садне çÿрекенсем çитĕнсен тăван чĕлхене аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывасса шанас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2006
00:00
Поделиться
;