Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чунăм, пилле мана

Çак ятпа районти культура çуртĕнче ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Ăна уявсен уявне – мăнкуна – халларĕç. Концерта хатĕрлекенĕсем – ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем. Çавăн пекех унта районти культура çурчĕн вокал ансамблĕ те хутшăнчĕ.

Вăрнарти Асап тÿснĕ тата Çветтуй Георги çĕнтерÿçĕ Чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте (вăл та концерта хутшăнчĕ) каланă тăрăх,- Мăнкун эрнинче пĕтĕм чĕрĕ чун юрлать тата савăнать. Вăл пурне те çак çутă уявпа саламларĕ, çамрăк артистсене вара ырă пуçарупа ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Программăра та юрри-кĕвви, хальхи вăхăтри юрăсем те пулчĕç. Акă, ача-пăча ÿнер шкулĕн хорĕн (ертÿçи Е.А.Сухарева) «Мария» юрри пурин чухнне те тыткăнларĕ. Вăл янăранă вăхăтра залра ларакансен куçĕсем шывланчĕç. Кĕçĕн çулхисен вырăс халăх ташши те пурне те килĕшрĕ. Ертсе пыраканĕ – А.В.Григорьева. Халăх инструменчĕсен ансамбльпе уйрăмах тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Аккордеонпа вылякана – А.П.Сурмин, баянисчĕ – В.А.Михайлов, тăмра калаканĕ – Г.А.Ахтимирова.

О.Фадеева «Ирхи кĕлĕ» тата аслă классен вокал ансамблĕн «Ангел», хор уйрăмĕн «Дай бог» юррисем çынсен асĕнче нумайлăха юлĕç.

Çавăн пекех фортпепиано уйрăмне çÿрекуенсем те пысăк пултарулăх кăтартрĕç.

Мăнкун уявĕ – тĕп уявĕ кăна мар, вăл çавăн пекех – ырăлăх, юрату, чун-чĕре çутлăхĕн уявĕ те. Концерта хутшăнакансем куракансене чиркÿ çĕклес сăваплă ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕç. Çак кун, акă, пĕр пин ытла тенкĕ пухма май килнĕ. Паллах, пысăках мар, сумма, анчах та вăл – ырă ĕçе хывнă сумлă тÿпе.

Концерта Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Я.Львов та хутшăнчĕ. Вăл çынсене ырă ĕçсем ытларах тума ăнăçу сунчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2006
00:00
Поделиться
;