Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Газпа тата электричествăпа тимлĕ пулăр

«Чăвашсетьгаз» акционерсен уçă обществинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республика территорийĕнче çынсем углерод окиçĕпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем чылай çырăннă. Инкексен сăлтавĕ – газ приборĕсем вырнаçтарнă пÿлĕмсенче вентиляци каналĕсем тата тĕтĕм кăларакан хатĕрсем юсавсăр пулни. Акă, пирĕн районти Çĕрпел ялĕнче январĕн 19-мĕшĕнче сĕрĕм газĕпе наркăмăшланнă виçĕ çынна больницăна ăсатнă.

Çакнашкал инкек-синкексене асăрхаттарас тĕллевпе, тĕрлĕ нормативсемпе килĕшÿллĕн, тĕтĕм тата вентиляци каналĕсене тапхăр-тапхăр тĕрĕслев витĕр кăлармалла:

- сезонпа ĕçлекен газ приборĕсен тĕтĕм çулĕсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен*

- асбестоцементлă, тăм, вĕрине чăтакан бетон блоксенчен тăракан тĕтĕм çулĕсене тата вентиляци каналĕсене çулталăкра пĕр хутчен кая мар*

- кирпĕчрен тунă тĕтĕм çулĕсене виçĕ уйăхра пĕр хутчен.

Палăртса хăварас килет, пурăнмалли секторти, уйрăмах ялсенчи, кашни виççĕмĕш пушар электрооборудованипе тата электричество приборĕсемпе усă курнă чух йĕркесене пăснине пула тухать. Хамăр районта ку сăлтавсемпе паянхи кунччен 5 хутчен вут-çулăм алхаснă. Çакнашкал тĕслĕхсем ан пулччăр тесен, 1000 В таран напряжени пыракан электрооборудованипе электроустановкăсен изоляцийĕн сопротивленине тĕрĕслемелле.

Пирĕн организаци – Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Вăрнар районĕнчи производство пайĕ - тĕтĕм тата вентиляци каналĕсене пăхса-асăрхаса тăрассипе, электричество проводисен изоляцийĕн сопротивленине виçессипе 30 çул ытла ĕçлет. Кунсăр пуçне организаци ачасемпе аслисем хушшинче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене саракан массăллă мероприятисем йĕркелет, вут-çулăм тухассине тата унта çынсем вилессине асăрхаттарассипе пысăк ĕç туса ирттерет.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2006
00:00
Поделиться
;