Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван сăмах – чун уççи

Тăван чĕлхе – халăхăн сăваплă та таса, чи хаклă пурлăхĕ. Ытарайми хитре пирĕн чĕлхемĕр. Чăваш чĕлхипе кирек мĕнле туйăма палăртма та, темле пысăк шухăша каласа пама та май пур. Тăван чĕлхе çепĕçрен эпир пĕр-пĕрне ăшă та тарават сăмахсемпе савăнтаратпăр. Сар кайăк сасси те, çил вĕрни те, шыв шăнкăртатни те, аслата кĕмсĕртетни те пур унра. Халăх юрри-такмакĕ, юмах-халапĕ, сăвви-поэми янăравлă, илĕртÿллĕ, пуян.

Чăваш чĕлхи кунне ирттересси Шĕнер шкулĕнче çулсерен вăй илсе пырать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулта пысăк уяв пулчĕ. 1-11 классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Пуçламăш классене вĕрентекен Н.В.Леонтьева, Р.И.Константинова, В.А.Войнова, Л.М.Иванова вăйă карти йĕркелерĕç, ачасемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç, сценкăсем лартрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем Надя Капитоновăпа Алеша Трофимов конферансьесем ертсе пынипе пысăк концерт лартса пачĕç. Çиччĕмĕшсемпе вуннăмĕшсен чăваш халăх юррисем («Ан авăн, шĕшкĕ», «Пахчи-пахчи», «Тăван яла таврăнсан», «Ай, пиçет-и палан») пурне те килĕшрĕç. Сăвă вулакансенчен Рая Макарована, Таня Ильинана, Настя Иванована, Мальвина Михайлована палăртмалла.

Шкулта чылай ача чăваш чĕлхине юратса вĕренет. Шкулта, районта иртекен тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнать. Кăçал, сăмахран, районти олимпиадăра Елена Казакова, Оля Бусурманова, Эльзита Антонова тăван чĕлхене лайăх пĕлнине кăтартрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2006
00:00
Поделиться
;