Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавралăх мăян-вĕлтренпе мар, йывăç-чечекпе ешертĕр

Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе районта экологи уйăхлăхĕ пыни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ырă тĕслĕхпе урамсене, çул хĕррисене çÿп-çапран, хăрнă курăксенчен тасатма чи малтанах район администрацийĕн ĕçченĕсем тухрĕç. Вĕсем ĕç пÿлĕмĕсенче çеç мар, тăван çутçанталăк илемĕшĕн те йĕрке тума пултарнине çирĕплетсе пачĕç.

Ырă пуçарăвăн «çуначĕ» сарлака, тетпĕр мар-и; Иртнĕ эрнесенче мĕнпур предприяти-организаци, ял поселенийĕсем тасалăхпа тирпейлĕхшĕн кĕрешрĕç.

Шăматкун вара районта Йывăç кунĕ иртрĕ. Аса илтерме: Чăваш Республикин Президенчĕн Йывăç кунне ирттересси çинчен калакан указĕпе, çакнашкал ĕç уявне çулталăкра икĕ хут, çуркунне тата кĕркунне, ирттерме палăртнă. Çак акци, паллах, пĕр шухăшлă халăха пĕрлештерме, çынсене çĕре, çут çанталăка юратма вĕрентет, вĕсен сывлăхне çирĕплетет, кăмăл-туйăмне çĕклет. Чи кирли вара – хамăр пурăнакан вырăна экологи тĕлĕшĕнчен тасарах, культурăллăрах тăвать.

Иртнĕ çул çак акцие пурнăçласа, çавăн пекех Парксемпе садсен çулталăкĕ йĕркипе, районта пĕтĕмпе 11 гектар çинче 145 пин йывăç-тĕм лартса хăварнă, 980,4 пин тăваткал метр лаптăка симĕслентерессипе пысăк ĕç пурнăçланă, аллейăсем хывнă, чечек клумбисем, газонсем йĕркеленĕ. Ку енĕпе уйрăмах упнерсем, калининăсем, кÿлхĕррисем, уйкас-кипексем, çĕрпелсем аван ĕçленĕ.

Кăçал та хамăр пурăнакан вырăна симĕслентерессипе тума палăртнă ĕç калăпăшĕ пысăк. Экологи пайĕн пуçлăхĕ А.Борисов пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна ял поселенийĕсенче 11 рейд ирттернĕ, çутçанталăк саккунĕсене пăснă хăшпĕр тĕслĕхсене тупса палăртнă. Ял пуçлăхĕсем хăйсен территорийĕсене симĕслентерес тĕлĕшпе мероприятисен планне туса хатĕрленĕ.

Эрне вĕçĕнче иртнĕ Йывăç кунĕ вара яланхиллех çутçанталăкăн чи çывăх тусĕсене пĕрлештернĕ. Район администрацийĕн, поселокри предприяти-организацисен ĕçченĕсем шăмат кун Кульцав - Ершепуç çулĕ хĕрипе пĕтĕмпе ; йывăç-тĕм лартса хăварчĕç.

Уйкас Кипек ял тăрăхĕнче те кунĕпех ĕç шавĕ лăпланмарĕ. Поселенин администрацийĕнче тимлекенсем, культура ĕçченĕсем, уйрăм çынсем Енĕш масарĕ, Вăрман Кипекри ача сачĕн çурчĕ çывăхĕсенче çĕнĕ хунавсем лартса хăварчĕç.

Тăван тавралăх илемĕ пĕтĕмпех хамăртан килет. Эппин, çуркунне йывăç-тĕмсем, чечексем ытларах лартса-акса хăварар, вĕсене пăхса-асăрхаса çитĕнтерер.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2006
00:00
Поделиться
;