Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç тухăçлăхĕ пысăк

Кăçал çанталăк условийĕсем лайăх пулни тата хуçалăхсенче вăй хуракансем шанса панă ĕçе пысăк яваплăха туйса пурнăçлани çурхи уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатма пулăшрĕ. Калас пулать, пирĕн район çураки ирттерессипе республикăра малтисен йышĕнче. Кунта майăн 12-мĕшĕ тĕлне пурĕ 10417 гектар çурхи культурăсене акса хăварнă. «Победа», «Искра», «Маяк», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Мураты» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санар», «Родник» агрофирмăсенче ку ĕçе вĕçленĕ. «Агрохмельте», «Кольцовка» агрофирмăра, «Юнтапа», «Знамя» кооперативсенче лаптăксен 70-80 процентне акнă.

Хирпуçсем вара уйрăмах кăçал хастаррăн ĕçленĕ. Вĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмпех пĕтернĕ. Кунта çуртрисене 505 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 200, пĕр çул ÿсекеннисене 100 гектар акнă, «иккĕмĕш çăкăра» 35 гектар çинче лартнă. Ахăртнех, хуçалăх ертÿçи Алевтина Петровна Семенова ĕçлеме условисем туса пани çĕр ĕçченĕсене çуракине кĕске вăхăтра ирттерме пулăшнă.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ. Районĕпе илсен, çак вăхăта 350 гектар çĕр улми лартма ĕлкĕрнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 мая 2006
00:00
Поделиться
;