Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрхăр: фотоконкурс!

Паянхи Раççейĕн ырă пулăмĕсене кăтартас тĕллевпе «Раççейĕн ĕçлĕ çамрăкĕсем» пĕрлешĕвĕ фотоконкурс ирттересси çинчен пĕлтерет. Вăл виçĕ номинаципе иртет.

«Манăн хула» номинацире харпăр хăй пурăнакан ял-хулан кулленхи пурнăçне ырă енчен сăнлакан сăн ÿкерчĕксене тăратма юрать.

«Манăн геройсем» номинацире çамрăксене паха тĕслĕх кăтартакан çынсен ĕç-хĕлне халалланă ĕçсем вырăн тупĕç.

«Манăн малашлăх» номинаци, паллах, ырă пулăмсене çутатакан, вĕсене малалла аталантарма май пур фотоĕçсене пĕрлештерĕ.

Конкурс ĕçĕсене кăçалхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен fotopositive@ pokolenie.biz электронлă почтăпа е «119019, г. Москва, пер. Б-Знаменский, д. 13, стр. 2» адреспа йышăнаççĕ. Конкурса хутшăнаканăн ятне, хушаматне, миçе çултине, контактлă телефона тата электронлă адреса палăртмалла.

Мĕнпур ĕçсем JPEG e TIFF форматпа тата АЗ пичет хучĕ çине кăларма юрăхлă пулмалла. Кашни авторăн пиллĕкрен ытларах ĕç тăратма юрамасть. Фотосен айне 600 пичет паллинчен ытларах мар текст çырма юрать.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 мая 2006
00:00
Поделиться
;