Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кил-çуртсăр юлнă

Пушар – хăрушă инкек. Тепĕр чухне вăл пурăнмалли кил - çурта, пĕтĕм пурлăха кĕл туса çара çерçи пекех тăратса хăварма пултарать. Анчах айăпĕ камра – ши; Чылай чухне çын хăех нимле йĕркесене те пăхăнмасть. Çавна пулах шар курать.

Акă, Шуркасси Ишек ялĕнче пурăнакан М. хуçалăхĕнче вут-çулăм хăрушă алхаснă. «Хĕрлĕ автан» айăпĕпе çурт та, мунча-лаç та çунса кĕлленнĕ. Ку хăна та мар, çулăм кÿршĕсен пÿрчĕ çине куçнă. Икĕ çурта та инкек-синкек тăкакĕсене саплаштарма страхламан. Тăкакĕ вара 70 пине яхăн. Каласа хăвармалла, çуртсем пĕр-пĕринчен питĕ çывăхра вырнаçнă пулнă.

Мăньял Хапăс ялĕнче вара пĕр уйрăм çын хуçалăхĕнче сарай çуннă. Вут-кăвар кил хуçи мăнукĕ шăрпăкпа вылянăран тухнă.  Телее, кил-çурта, пурлăха страхланă.

Çу кунĕсем пуçланнă май, çанталăк ăшă тăнипе урамра ачасем нумайланчĕç. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен ача-пăча хăйне тата та ирĕклĕрех туйма тытăнать. Пушă вăхăчĕ те нумай. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре пулнипе усă курса вĕсем ашкăнас хăрушлăх пур. Çавăнпа вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансене ачасене пушар хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштарма, ку тĕлĕшпе калаçусем ирттерме сĕнес килет. Ашшĕ-амăшĕсен те асăрханулăх çинчен манмалла мар. Ывăлĕ-хĕрĕсене, уйрăмах кĕçĕннисене, шăрпăкпа выляни ырăпа вĕçленменнине ăнлантармалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 мая 2006
00:00
Поделиться
;