Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Куççульпе шăварăнса туптаннă уяв

Вăрçă - аттесен, упăшкасен, пичче-шăллăмсен, ывăлсен вилĕмĕ, ишĕлчĕк хуласем, ялсем... Вăрçă вăл - аннесен чĕре ыратăвĕ, çĕр-çĕр тăлăх ачан шăпи... Вăрçă вăл - тискер аса илÿ.

Пирĕн мухтавлă çарпа паттăр халăхăмăр хаяр вăрçăра тăван çĕршыв ирĕклĕхне тăшманран сыхласа хăварнăранпа 61 çул çитрĕ. Çулсем ытларах та ытларах аякка юлаççĕ пулин те, çак хăрушă тапхăр нихăçан та халăх асĕнчен тухмасть. Пирĕншĕн, паянхи ăрушăн, çак тискер вăрçă - истори, асаттесемпе асаннесемшĕн вара - тăварлă пурнăç, хĕн, асап, çухату.

Вăрçăн хаяр «алли» тĕкĕнмен çемье пулманпа пĕрех. Совет халăхĕ кар тăрса ирсĕр тăшмана хирĕç кĕрешме çĕкленнĕ, анчах та пин-пин çемьере упăшкисене, ывăлĕсене, ашшĕсене, хĕрсем савнийĕсене каялла кĕтсе илеймен. Районтан та, акă, фронта 11 пин те 526 çын тухса кайнă, вĕсенчен çуррийĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă.

Аслă Çĕнтерÿ кунне - куççульпе шăварăнса туптаннă куна - паян эпир чи чаплă уяв тесе палăртатпăр. Сывă юлнă паттăр фронтовиксене тав тунипе пĕрлех çапăçу хирĕнчен  таврăнайманнисене тата йывăр сурансене пула пурнăçран уйрăлнисене яланах асра тытатпăр.

Аслă Çĕнтерÿ уявне районта кăçал та чыслăн уявларĕç. Вăрнарти тĕп площадьре майăн 9-мĕшĕнче ир-ирех вăрçă çулĕсенчи асаплă кунсене çĕнме пулăшнă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Çĕнтерĕве хаяр çапăçусенче туптанă тата тăнăç пурнăçшăн тылра ырми-канми тăрăшнă ветерансем пĕрин хыççăн тепри трибуна умне пухăнчĕç. Кăкăрĕсем çинче орден-медальсем ялкăшаççĕ вĕсен, анчах шывланнă куçĕсенче аса илÿ тăвăлĕ хуçаланни, фронтран таврăнайман тус-юлташĕсемшĕн, çывăх çыннисемшĕн хурланни сисĕнет.

- Вăрçăн юлашки залпĕсем кĕрленĕренпе вăхăт чылай иртрĕ, çапах та паттăр салаксен паттăрлăхĕпе хăюллăхĕ яланах халăх асĕнче. Эпир сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр, - терĕ Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Львов митинга уçнă май.

Пулас ăрусем валли тăнăç тата телейлĕ пурнăç çĕнсе илнĕ ветерансене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Матвеев, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Свешников, вăрçă ветеранĕ С.Валерианов тата тыл ĕçченĕ Н.Макарова саламларĕç, Вăрнар ывăл-хĕрĕ те вăрçă вăхăтĕнче хăйĕн ятне яманшăн тивĕçне чыслăн пурнăçланине, çитĕнекен ăрăва аслă ăруран тĕслĕх илмеллине палăртрĕç.

Шел, вăрçă ветеранĕсем çулран çул сахалланса пыраççĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров фронтовиксен иксĕлми паттăрлăхне хакласа Аслă Çĕнтерĕвĕн кашни çулхи уявне чи çÿллĕ те чаплă шайра ирттерме чĕнсе калать. Кăçал, акă, ун ячĕпе кашни районтах палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Вăрнар тăрăхĕнче çак сăваплă тивĕçе Чăваш ен Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.Матвеев пурнăçларĕ. Асăннă скверĕнчи палăк умне чечексемпе хыр лăссисенчен çыхнă гирляндăна хунă хыççăн оркестрăн мăнаçлă кĕввипе предприяти-организацисенче, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, йăла учрежденийĕсенче ĕçлекенсен тĕрлĕ-тĕслĕ шарсемпе, ялавсемпе, чечексемпе илемлетнĕ колонни трибуна умĕпе иртсе Çĕнтерÿ площадьне куçрĕ. Уява пухăннисене кунта Вăрнар район çар комиссарĕ В.Игнатьев, Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ В.Львов саламларĕç. Ĕç коллективĕсем вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă салтаксем ячĕпе лартнă палăк умне чечексем хучĕç.

Каçхине уяв программи малалла тăсăлчĕ. Вăрнарсене «Янташ» ушкăн юрă-ташăпа саламларĕ. 22 сехетре вара вут-çулăм витĕр тухнисем ячĕпе тÿпене салют çĕкленчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
18 мая 2006
00:00
Поделиться
;