Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Лотерея вылявĕнче – кĕнекесем

Майăн 25-мĕшĕнче поселенисем хушшинчи районти тĕп библиотека уçă алăксен кунне йĕркелет. Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне халалланă уяв тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулĕ, вăл шутра – экскурси, кĕнекесен выставки, электронлă базăсен презентацийĕ, ыркăмăллăх кĕнеке лотерейин вылявĕ.

Уйрăмах юлашки вулакансемшĕн интереслĕ пулĕ. Призсем шутĕнче – энциклопедисем, илемлĕ литература, ача-пăча кĕнекисем тата ыт.те. Лотерея вылявĕнчен илнĕ тупăш, паллах, библиотекăн кĕнеке фондне пуянлатнă çĕре кайĕ. Кăмăл пуррисем билетсене туянма пултараççĕ. Хакĕ 10 тенкĕ кăна.

Уçă алăксен кунĕнче библиотека пурне те хапăл туса кĕтет.


"Çĕнтерÿ çуле"
18 мая 2006
00:00
Поделиться
;