Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăкаллă Явăш - çăкалăхра

Çăкаллă Явăша пуçарса яракансем çăкаллă таврана килсе вырнаçнă. Çавăнпах хăйсен ялне те Çăкаллă Явăш тенĕ. Анчах та халĕ çак вырăнта çăкасем çук теме те пулать. «Мураты» колхоз ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов ватăсем ыйтнине тивĕçтерес тесе шкул ачисемпе калаçрĕ, йывăç-тĕм лартма йыхравларĕ. Вĕренекенсем хаваспах килĕшрĕç, Çăкаллă Явăш тăрăхĕнче Г.П.Спиридонов туянса панă 250 хыр-чăрăша, 250 çăка йывăçĕсене лартса тухрĕç. Çак çамрăк хунавсем ÿссе çитĕнессе, Çăкаллă Явăш малашне те çăкаллă вырăнта ларасса шанатпăр.

Шкул ачисем тасалăхпа ыр-кăмăллăх эрнине те пĕтĕм кăмăлтан хутшăнаççĕ. Вĕренекенсем шкул территорине тасатса тухрĕç. Çавăн пекех ватă çынсем пирки те манмаççĕ. Вĕсене яланах пулăшма çÿреççĕ. Тавралăха яланах тасалăхра тата илемре тытасчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 мая 2006
00:00
Поделиться
;