Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç терапийĕн инструкторĕсем тупăнă

Районти социаллă пулăшу паракан учрежденисем тата вĕсенче вăй хуракансем республика шайĕнче ирттерекен конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрсе пысăк парнесене те чылай тивĕçнĕ. Каламалла, хÿтлĕхсĕр юлнисене пулăшакансем, паллах, кунсерен пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ.

Нумаях пулмасть Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче профессилле ăсталăха тĕрĕслессипе республика конкурсĕ иртнĕ. Унта социаллă пулăшу паракан республика патшалăх стационарлă учрежденийĕсенчи социаллă тата ĕç реабилитацийĕпе тивĕçтерекен ĕçченсем «Професси тĕлĕшĕнчен чи маттурри» ята çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Конкурссантсен - ĕç инструкторĕсен - хăйсене тĕрлĕ енчен кăтартма тивнĕ. Вĕсем хăйсен ĕçри тивĕçĕсене пысăк шайра пурнăçланине, пултарулăх енчен те ăста пулнине çирĕплетнĕ. Ăмăртакансем çак хăйне евĕрлĕ экзамена ăнăçлă, пысăк ÿсĕмсемпе тытнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене палăртсан, çĕнтерÿçĕсен ячĕсем паллă пулнă: пĕрремĕш вырăнта – Йĕпреçри психикăпа неврологи интернатĕнчи воспитатель, ĕç инструкторĕ Е.Н.Зайцева, иккĕмĕшĕнче - Кÿкеçри ăс-тăн енчен кая юлса пыракан ачасен интернатĕнчи воспитатель, ĕç инструкторĕ М.П.Макова, виççĕмĕшĕнче – Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнчи ĕç терапийĕн инструкторĕ З.С.Иванова. Ăмăртăва хутшăнакансен профессионализмне, пултарулăхне пысăк хак панă: пурте ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин тав çырă            вĕсене, хавхалантармалли парнесене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕне – Е.Н.Зайцевана – дипломпа чысланă, асăнмалăх парне – пылесос – панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 мая 2006
00:00
Поделиться
;