Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фестиваль иртнĕ

Анчахрах Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Ушкăн çăлтăр» фестиваль иртнĕ. Унта районти 22 шкултан 130 чи пултаруллă та маттур вĕренекен ача хутшăннă.

Уява савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Григорьева уçнă, шкул организацийĕсен членĕсене çурхи уявсемпе саламланă, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума суннă.

Фестивале килнисем районти «Асамат» ача-пăча организацийĕн ĕçĕ-хĕлне «Эпир – пĕрле» вăйă-экскурсене хутшăнса кăтартса панă. Çавăн пекех вĕсем Аслă Отечествăллă вăрçăра пуç хунисене сума суса ача-пăча пултарулăх çурчĕ умĕнчи Асăну монуменчĕ тата обелиск патне чĕрĕ чечексем хунă.

Фестивальте чи савăнăçлă самант кăвак тÿпене хут çĕленсем яни пулнă. Çакă ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.

Шкул организацийĕсен çулталăкри ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе чи активлисене - «Смид» (Санарпуç), «Дружная» (Кульцав), «Радуга» (2-мĕш шкул), «Оптимисты» (Мăн Явăш) – район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн дипломĕсемпе тата парнисемпе наградăланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 мая 2006
00:00
Поделиться
;