Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Казаксен пĕрлешĕвĕ ĕçлет

Казак йăхĕсен историйĕ мĕн авалтанпах пырать. Вĕсем яланах хресчен  ĕçĕпе аппаланнă, çĕр-аннемĕр пурлăхĕпе усă курса пурăннă, сунара тата пулла çÿресе çемйисене тăрантарнă. Анчах ытти хресченсемпе танлаштарсан, пĕр уйрăмлăх пур – вĕсене мĕн ачаранах лайăх çар çынни пулма хатĕрленĕ, çĕршыва хÿтĕлеме вĕрентнĕ. Вĕсем çар службинче тăрассине таса та пархатарлă тивĕç тесе шутлаççĕ. Тăшмана çул памасăр Раççей чиккисенче ĕлĕкренпех сыхă тăраççĕ. Раççейĕн Хĕçпăшаллă вăйăсенче казаксенчен йĕркеленĕ çар тĕсĕсем те сахал мар. Вĕсем – яланах чи маттуррисен йышĕнче, тĕслĕх вырăнĕнче.

Казак йăхĕсенче наци ыйтăвĕ тăмасть. Пурте пĕрле хутшăнса туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин культурисене хисеплеççĕ. Чăвашсемпе казаксем пĕр-пĕрне пулăшнă тĕслĕхсем те чылай çырăннă. Чăваш енри казачество представителĕсем те республикăри обществăлла ĕçе, мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Хăйсен йышне пултаруллă та маттур (ăна вырăнти чиркÿ ячĕпе панă), çынсене илессипе активлă тимлеççĕ. Акă, Вăрнарта та Георги хуторĕнче, казачество организацийĕ ĕçлет. Казетсемпе пĕрле унта 24 çын шутланать. Нумаях пулмасть, Вăрнарти лару-тăрупа паллашма Дон çинчи Аслă çарăн обществăлла пĕрлешÿсен халăхсем хушшинчи Союзĕн Атăл тăрăхĕнчи округĕн атаманĕ, казаксен генерал-майорĕ Совет Союзĕн Геройĕ В.К.Бобков тата Атăл çинчи казаксен çарĕн Чăваш республикинчи уйрăмĕн атаманĕ С.Н.Живчиков килсе çитрĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.И.Кузьминпа тĕл пулса тĕрлĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Акă, казаксен шутне илнисен пухăнма уйрăм пÿлĕм те çук. Кунсăр пуçне вĕсен районта иртекен мероприятисене, йĕрке хуралне тата ыттине хутшăнас кăмăл та пысăк.

- Организаци тĕллевĕ – районшăн, унăн çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пуласси ырă ĕçсем тăвасси. Казаксен йышне тăнисене районăн обществăлла пурнăçне явăçтарни пуриншĕн те ырлăх кăна кÿрĕ,- терĕ Атăл тăрăхĕнчи округ атаманĕ В.К.Бобков. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин та унпа килĕшрĕ, хумхантаракан ыйтусене татса пама шантарчĕ.

Чăн та, казаксен йăхĕ - çирĕп йĕркеленнĕ пĕрлешÿ. Ку йыша кĕме кăмăл тăвакансен 2 çул хушши тĕрĕслев вăхăчĕ пырать. Каярахпа, ватăсен канашĕпе атамансен управленийĕ йышăнсан, казаксен ретне тăма май пур. Пĕрлешÿре çирĕплĕхе, йĕркелĕхе хаклаççĕ. Çавăн пекех маттур та ăста çамрăксене Тăван çĕршыва хÿтĕлессине чи мала хума вĕрентеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2006
00:00
Поделиться
;