Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наци проектне – пурнăçа

«Мураты» производство кооперативĕ, «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне тĕпе хурса, ял хуçалăхне çĕклес никĕс çине çирĕп тăчĕ, хăйĕн хăвачĕсене ÿстерсе пымалли çул-йĕре суйласа илчĕ. Çакна кăçалхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленинчен те яр уççăн туйса илетĕн.

«Мураты» хуçалăх уйĕсем халĕ ытла та илĕртÿллĕ. Кĕр тыррисем парка çитĕнни, çуртрисем пĕр тикĕс шăтса тухни, çĕнĕ технологипе çитĕнтерекен çĕр улми пуссисем катаранах тыткăна илни - çаксем пурте çăкаллă-явăшсен çĕрĕсем, ку тăрăхри ытти хуçалăхрисемпе танлаштарсан, кĕр çитеспе пуян та тулăх пулассине çирĕплетсе паракан ырă сăнсем.

Маттур та ĕçчен халăх пурăнать Çăкаллă Явăш тăрăхĕнче. Пурнăçĕ кал-кал пырать вĕсен, пуçăннă ĕçĕ ăнать, тыр-пулĕ ăнса пулать. Çапла пулмалла та çĕр çинче çирĕп тăракан хресченĕн.

Хуçалăх пысăк мар, икĕ ялтан çеç тăрать. Кăçал уйкас-явăшсем кÿршисемпе яланлăхах пĕрлешсе ĕçлеме килĕшÿ турĕç. Сухалакан çĕрсен лаптăкĕ халĕ 900 гектартан та иртрĕ. Çăкаллă-явăшсемпе уйкас-явăшсем кăçалах çав лаптăк çинчен пысăк тухăç илме тĕллев тытрĕç. Пĕлтĕр те вĕсем кашни гектартан 30 центнер тĕш тырă, 250 центнер çĕр улми туса илнĕччĕ.

Механизаторсем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 500 гектар çине пысăк пахалăхпа акса хăварчĕç. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 440 гектар нумайрах. Çĕр улми лаптăкне те иртнĕ çулхинчен 20 гектар ÿстерчĕç, ăна 91 гектар çине лартса хăварчĕç. Çакна палăртса хăвармалла: явăшсем çĕр улми туса илессине çĕнĕ технологи çине куçарса çитересшĕн, пĕтĕм ĕçе механизацилессишĕн «иккĕмĕш çăкăра» кăлармалли çĕнĕ йышши комбайнпа ăна суйламалли техника туянасшăн. Вĕсем çывăх вăхăтрах ют çĕршывран килсе çитмелле. Хуçалăх, çĕр улми туса илессипе специализациленсе пыраканскер, ăна тĕрлĕ çар округĕсене ярса тăма килĕшÿ турĕ, тарăсем те çителĕклĕ хатĕрлесе хунă.

Тăкаксене чакарас, перекетлĕ ĕçлес, услам ытларах илес – акă мĕнле тĕллев тытрĕç кунти çĕр ĕçченĕсем. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене тата минераллă удобренисене малтанах кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хуни, кадрсене тĕрĕс суйласа илни, вĕсен яваплăхне ÿстерсе пыни - çаксем пурте ял хуçалăх ĕçĕсене кал-кал туса пыма май параççĕ. Ака-суха ĕçĕсенче Петр Краснов, Михаил Владимиров, Геннадий Михайлов, Олег Петров, Михаил Бычков, Сергей Петров, Станислав Митрофанов механизаторсемпе водительсем ырă енĕпе палăрчĕç. Вĕсем пирки акă мĕн каласа пачĕ хуçалăх ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов:

- Хальхи тапхăрта кирек-мĕнле ĕç çине те чăн-чăн хуçалла пăхни кирлĕ. Ÿсĕм турăн – пурлăхна типтерлĕ аллуна ил, ăна усăсăр аяккалла ан салат, тăкак куртăн – явапна тыт, малашне çиччĕ виçсе пĕрре касма хăнăх. Акă мĕне вĕрентет рынок тытăмĕ. Эпир халĕ ял хуçалăхĕнчи мĕн пур ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме тытăнтăмăр, кивĕ, усăсăр меслетсенчен хăтăлтăмăр. Çĕр ĕç культурине çĕнетсе пынă май, пысăк тухăç паракан сортсене кăна акатпăр, минераллă удобренисене ытларах хыватпăр, топливăна перекетлекен çĕнĕ йышши техникăпа ытларах усă курма тăрăшатпăр,- терĕ хуçалăх ертÿçи.

Пуçлăх çирĕп тĕллевлĕ, çĕнĕ шухăш-ĕмĕтлĕ пулсан, паллах, хуçалăхĕ те малаллах туртăнĕ, наци проектĕнче палăртнă ял хуçалăх ыйтăвĕсене те ăнăçлă пурнăçласа пырĕ.

Юлашкинчен çакна каласа хăварар. Çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа иртнĕ кунсенче «Мураты» хуçалăхра акатуй пулса иртрĕ. Тĕш тырăсене тата çĕр улмие пысăк пахалăхпа акса-лартса хăварнăшăн ял ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.Гурьев, Карл Маркс ячĕллĕ тата Элĕк районĕнчи «Алмаз» хуçалăхсен ертÿçисем ăшшăн саламларĕç. «Мураты» хуçалăх ертÿçи Г.Спиридонов ака-сухара мала тухнисене укçан преми парса чыс турĕ. Юлашкинчен республикăри А.Никитин композитор ертсе пыракан «Янташ» эстрада ушкăнĕ ял халăхне чылайччен юрă-ташăпа савăнтарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2006
00:00
Поделиться
;