Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăрăшсан - çитĕнÿ пулать

Çĕр ĕçченĕн çуракинче канма та  вăхăт çук. Çурхи уявсене те вăл уй-хирте иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкса ирттерчĕ. Ара, çуракинче кашни сехечĕ хаклă-çке. Ахальтен мар ваттисем çапла каланă : «Сĕлли  калать тет : «Пылчăка аксан та – вăхăтра актăрччĕ», - тет. Ырашĕ калать тет: «Тусан ăшне аксан та – вăхăтра актăрччĕ, вара кĕрекене ларăпчĕ», - тет».

 Çак тарăн шухăшлă сăмахсене районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче вăй хуракансем ăша хывнах. Майăн 22-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче пурĕ 12 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă е плана 113 процент пурнăçланă. Тыр-пул ытларах çитĕнтерни выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлеме тата вĕсен йышне хушма пулăшать.Уй-хирпе ферма пĕр-пĕринпе тачă, çирĕп  çыхăнсан хуçалăх, паллах, аталану çулĕпе каятех.

Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ «Сысна ĕрчетмелли комплекса реконструкцилесси тата çĕнетсе улăштарасси » инвестици проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе кăçал 3560 гектар çинче çуртрисене акса хăварнă.Çак кăтарту планра палăртнинчен 2387(!) гектар нумайрах. Çавăн пекех усă куракан çĕр лаптăкĕсене пысăклатса тĕш тырăсене ытларах туса илессипе «Родник», «Санар» агрофирмăсенче , «Победа» ,«Маяк», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор», МТС, «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

Районта «иккĕмĕш çăкăра» лартас ĕç кал-кал пырать. Механизаторсем çĕр улми лартмалли агрегатсене пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ.Хальлĕхе  хуçалăхсенче пурĕ 1050 гектар çĕрулми лартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2006
00:00
Поделиться
;