Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Туслăх» ентешлĕх саламĕ

«Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕ» обществăлла организаци правленине анчахрах çĕнетсе вăйлатнă хыççăн Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ентешсем Вăрнар тăрăхĕпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме пикенни яр-уççăн сисĕнет. Правлени председателĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.К.Кириллов малашне алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса вăй хума тĕллев тытнине палăртать.

Анчахрах Вăрнара правлени председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Г.Е.Бурмистров ертсе пынипе ентешсен ушкăнĕ килнĕ. Шупашкар хăнисем Вăрнар тăрăхĕнчи паллă çынна – Валерий Петрович Наумова – 65 çул тултарнă ятпа хĕрÿллĕн саламланă, парнепе чысланă.

В.П.Наумова районта пурте пĕлеççĕ. Партипе совет работникĕ. Милицин отставкăри майорĕ. 1991-1996 çулсенче Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Шашка енĕпе СССР спорт мастерĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 мая 2006
00:00
Поделиться
;