Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ май, çĕр ĕçченĕ юрлать-савăнать

Чăвашсен мĕн авалтан пыракан уявĕ - çурхи ĕçсем вĕçленнĕ май ирттерекен çĕрпе суха туйĕ – пĕлтĕрхи пекех районти культура çурчĕ çумĕнчи кану паркĕнче иртрĕ. Кăçал ăна Ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкне, Аслă Çÿнтерÿ тунăранпа 61 çул çитнине, Чăваш патшалăх кунне тата Вăрнар поселокĕн 110 çулхи юбилейне халалларĕç.

Акатуй, акатуй пуçланать,

Таврара ун сасси янăрать.

Юрă-кĕвĕ юхать, шăранать,

Акатуйăн шÿрпи пăсланать... –

Янăрать уява мухтакан сăвă. Районти культура çурчĕн артисчĕсем, вĕсемех ертсе пыракансем, Елена Арсентьевапа Марина Самарина пурне те сцена çывăхнерех пыма йыхравлаççĕ. Сцена çинче – ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, строительствăра тата ытти сферăра тимлекенсем, мал опыт кăтартакансем. Хаклă хăнасем те кунтах вырăн йышăнчĕç, вĕсем – Чăваш ен Министерсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ – Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ А.Григорьев, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов, акционерсен «Россельхозбанк» уçă обществин регионти филиалĕн директорĕ И.Письменская, РФ Патшалăх Думин халăхсем хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕн помощникĕ А.Разумов, Украинăри туссем тата ыт.те.

Акатуйăн официаллă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин уçрĕ, пухăннисене чăвашсен мăн уявĕпе саламланă май, кăçалхи çурхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ çинче те чарăнса тăчĕ вăл.

Тÿрех каламалла, кăçал çĕр ĕçченĕсем ака вăхăтĕнче уйрăмах активлăхпа, тăрăшулăхпа палăрчĕç. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, пахча-çимĕçе, иккĕмĕш çăкăра вăхăтра, пысăк пахалăхпа акса-лартса хăварчĕç. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăх культурисен лаптăкне ÿстерме май килнĕ. Çакă вара ял çыннисен çĕрпе ĕçлес кăмăл хуçăлманнине яруççăн çирĕплетет.

Çурхи уй-хир ĕçĕсенче ырă тĕслĕх кăтартнă хуçалăхсем те сахалмар. Акă, «Победа», «Санар», «Янгорчино», «Хорнзор», «Броневик», «Юнтапа» хуçалăхсем уйрăмах яваплăха туйса ĕçлерĕç, çуртрисене те, çĕрулмине те, ытти культурăсене те кĕске вăхăтра акса-лартса пĕтерчĕç. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ вара усă куракан çĕр лаптăкĕсене самай пысăклатма пултарчĕ. «Сысна ĕрчетмелли комплекса юсаса çĕнетесси» инвестици проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе кунта çуртрисене 3560 гектар çинче акса хăварнă. Çак кăтарту планпа пăхнинчен 2347 гектар ытларах.

- Паянхи пирĕн тĕп тĕллев – лартса-акса хăварнă культурăсене тивĕçлипе упраса хăварасси, тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăсенчен, çум-курăкран сыхласси,- терĕ район пуçлăхĕ. Çавăн пекех хăйĕн сăмахĕнче вăл республика Президенчĕ района, çав шутра ял хуçалăхне, промышленноçа, ытти сферăна аталантарма пысăк пулăшу панине палăртрĕ, районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассине пысăк тÿпе хывакансене, çÿллĕ шая çĕклессишĕн тăрăшакансене чĕререн тав турĕ.

Чăваш ен Ял хуçăлах министрĕн Михаил Игнатьевăн та вăрнарсен ячĕпе чылай ăшă сăмах пулчĕ. Çак кун вăл çав тери сăваплă миссие пурнăçларĕ: Н.Федоров Президентăн район çыннисене уявпа саламлакан, тăван çĕре юратнине палăртакан тата тар тăкса ĕçленишĕн тав тăвакан телеграммине вуласа панă хыççăн производствăра малта пыракансене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Республикăн агропромышленность комплексне çĕклес ĕçе пĕтĕм вăя, чун-чĕрене хывнăшăн, чылай çул таса туйăмпа тăрăшнăшăн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене К.Маркс ячĕллĕ тата «Мураты» хуçалăхсен тракторисчĕсем Виталий Степановпа Михаил Бычков, аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Аливанов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Зоя Игнатьева тата килти хушма хуçалăха аталантарнăшăн Ярмушкари Геннадий Герасимов тивĕçрĕç. Çавăн пекех министр «2010 çулчченхи тапхăрта ялсен социаллă пурнăçне аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн пилĕк çемьене çурт-йĕр çавăрма патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидине илме тивĕçлĕ пулнине ĕнентерекен свидетельствăсем пачĕ, вĕсем – Хурăнсур Çармăсри Кузьминсен тата Федоровсен, Кайри Тукайри Васильевсен, Ярмушкари Сергеевсен, Кушар Юнтапари Крыловсен çемйисем.

- Вăрнар районĕ «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçа кĕртессипе чăннипех лидерсен йышĕнче,- терĕ «Россельхозбанкăн» Чăваш енри уйрăмĕн директорĕ И.Письменская.

Чăнах та, вăрнарсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса килти хуçалăха тĕпрен лайăхлатма пултарнипе малтанхи кунсенчех ăнланса илчĕç. Паянхи куна, акă, районти килти хуçалăх тытакан 100 çын кредит илме пултарнă. Республикăра пĕтĕмпе çак пулăшупа 1000 çын усă курнă. Чи телейлине, районти уйрăмăн çĕрĕмĕш клиентне, уявра саламланин пĕлтерĕшĕ пысăках çав. Çакă чылайăшĕн иккĕленĕвне сирме, чăннипех ĕçлес текенсене тупса палăртма май парать. И.Письменскаяпа М.Игнатьев министр савăнăçлă лару-тăрура Туçи Çармăсри Олег Никишова 100-мĕш пулнине ĕнентерсе свидетельствăпа чысларĕç, сысна çури парнелерĕç.

Асăннă наци проекчĕн тепĕр енĕпе те малта вăрнарсем. Республикăра, сăмахран, инвестици кредичĕсене 20 предприяти илнĕ пулсан, вĕсенчен тăваттăшĕ – пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем.

Паллă ĕнтĕ, паянхи кун вĕсем патшалăх пулăшăвĕсĕр, банксемпе тачă çыхăнса ĕçлемесĕр малалла аталанаймаççĕ. Çак шухăша уççăн палăртрĕ Чăваш енри Перекет банкĕн уйрăмĕн юридици пайĕн пуçлăхĕ А.Белов та, вăл хăйсен яланхи клиенчĕсене – аш-какай комбиначĕн директорне Ю.Попова, «Хорнзор» тата «Мураты» кооперативсен ертÿçисене Ф.Кузьминпа Г.Спиридонова Тав çырăвĕсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕ. Нумай çул пĕрлешсе ĕçленĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин Чăваш енри Перекет банкĕн уйрăмĕн 120 çулхи юбилейĕ ячĕпе кăларнă кĕмĕл тенкĕне тивĕçрĕ.

Çавăн пекех çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ, кăçалхи пилĕк уйăхра экономикăра япăх мар кăтартусем çĕнсе илнĕ ятпа вăрнарсене РФ Патшалăх Думин халăхсем хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕн пулăшуçи А.Разумов, хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Свешников, Украинăран килсе çитнĕ туссем, В.Львова писатель тата ыттисем те саламларĕç, парнесем кÿчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун ял хуçалăхĕнче тимлекенсене çеç мар, промышленноçра, медицинăран, вĕрентÿре, культурăра, суту-илÿре... ĕçлесе чапа тухнисене чысларĕç. Кăçал та чылайăн пулчĕç вĕсем, районăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассине сумлă тÿпе хывакансем, производствăра пысăк результат кăтартакансем, районăн обществăлла пурнăçĕн активисчĕсем - пĕтĕмпе 39-ăн район администрацийĕн Хисеп грамотине тата укçан премине тивĕçрĕç.

Уяв çакăнпа кăна вĕçленмерĕ. Кĕçех сценăна районти илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем йышăнчĕç, пĕрин хыççăн тепри çĕр ĕçченне, çурхи ĕçсене вĕçленине, чăвашсен авалхи уявне – Акатуя – мухтакан юрăсене шăрантарма пуçларĕ, илемлĕ кĕвĕ аякка саланчĕ, канакансен кăмăл-туйăмне хăпартлантарчĕ.

«Ăстаçăсен хули» те чылай халăха пĕр «тĕвве» пуçтарчĕ. Нацин йăли-йĕркине хисеплекенсем, ал ĕçĕсемпе кăсăкланакансем чылайччен чăвашсен асамлă тĕррисемпе, вĕтĕ шăрçасенчен çыхнă эрешĕсемпе, чĕнтĕрĕсемпе, тăмран ăсталанă теттесемпе, йывăçран касса кăларнă япаласемпе кăмăлтан паллашрĕç, туянчĕç.

Спорт площадкисенче те халăх хĕвĕшрĕ кăна, волейболла вылякансене, кĕрешекенсене, тĕл перекенсене, шăчăпа утакансем, алă вăйне виçекенсене пăхса киленчĕ, кашниншĕн «чирлерĕ».

«Химик» стадионта вара футболла выляса районта мала тухассишĕн пыракан вăйăсен финалĕ иртрĕ. Унта аш-какай комбиначĕн тата «Гвардеец» хуçалăхĕн командисем тупăшрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 июня 2006
00:00
Поделиться
;