Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирĕн те грантсем пур!

Вулакансем астăваççĕ пулĕ, вĕрентÿ тытăмĕн инноваци, ăс-хакăл тата пултарулăх вăй-хăватне аталантарас тата пулăшас тĕллевпе Раççей тата Чăваш Республикин гранчĕсене çирĕплетнине. Çак кунсенче кăна «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ çак конкурсăн çĕнтерÿçисене палăртнă. Вăл шутра Вăрнар районĕнчи шкулсем те пур.

Вĕрентÿпе воспитани парассипе, ачасен пултарулăхне ÿстерессипе, вĕсене вĕренме-аталанма тивĕçлĕ условисем туса парассипе ĕçлекен чи лайăх шкулсене патшалăх уйăракан укçа хисепĕ пĕр миллион тенкĕпе танлашать. Раççей Президенчĕ палăртнă тăрăх, çак гранта Раççейри виçĕ пин шкул тивĕçмелле. Чăваш енре вара ăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 33 учреждени илме пултарать.

Гранта çĕнсе илессишĕн пыракан конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне тухнă республикăри 93 шкул хушшинче пирĕн район шкулĕсем те пулчĕç, вĕсем – Калининăри, Туçи Çармăсри, Ярмушкари тата Чăрăшкас Хирлепри шкулсем.

Эксперт вунă комиссийĕн вунă енлĕ хаклавĕ витĕр тухса вара Калининăри вăтам шкул ял шкулĕсем хушшинче Раççей грантне çĕнсе илме пултарнă.

Ярмушкари вăтам шкул Чăваш ен Президенчĕн грантне – 200 пин тенкĕне – тивĕçни те пысăк савăнăç.

Калининăри вăтам шкул коллективĕ çинчен пĕтĕмлетсе калас-тăк, вăл чăннипех те яланхи творчество шыравĕнче. Пур енлĕн аталаннă, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуян, культурăллă, конкурентлăхлă ача çитĕнтерессине тĕпе хурса тăрăшакансен савăнмалли-мăнаçланмалли чăнах пур. Паян вĕсем хăйсен иксĕлми пултарулăхĕпе, вăйсене пĕрлештерсе ĕçленипе çак сумлă гранта тивĕçрĕç.

Шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова та çăмăл мар çак конкурсра çĕнтернинче коллективăн тÿпи çав тери пысăк пулнине палăртрĕ.

- Ресурс центрĕ пулнă май, эпир унта хутшăнмасăр тăма пултараймарăмăр. Хутшăнмасан пире намăс та пулатчĕ. Ара, хамăр ума питĕ пысăк задачăсем лартса тимлетпĕр-çке. Вĕсене вара укçа-тенкĕ пулăшăвĕсĕр пурнăçа кĕртме май çук. Тепĕр тесен, ĕçлемесĕр укçа илеймĕн. Çак тĕллеве эпир ачасем умĕнче те яланах палăртатпăр: ĕçлемелле, ĕçлемелле тата та ĕçлемелле, çавăн чухне кăна пурнăç çулĕ çинче çирĕппĕн тăма пулать...

Конкурса хутшăнни документсем хатĕрлесси кăна çыхăнман-çке, вĕсене ĕçпе çирĕплетсе пани кирлĕ. Шăпах çак вăхăтра кам мĕнле тимлени палăрчĕ. Тÿрех каламалла – педколлективăн ĕçĕ-хĕлĕ кăтартуллă. Пирĕн йышра шкул чыс-сумне çĕклес тесе тимлекенсем питĕ нумай. Енчен те эпир япăх ĕçленĕ пулсан – паллах, çак грант пире тивĕçмĕччĕ,- савăнăçне пытармарĕ Татьяна Павловна.

Чăн та, асăннă шкулта пурнăç таппипе тан утса пыма, çĕнĕлĕхсене пысăк хăвăртлăхпа алла илме тăрăшаççĕ. Кунта йĕркеленĕ информаци центрĕ, акă, районти 75 вĕрентекене компьютер курсĕнчен вĕрентсе кăларма пултарнă, вĕсене пурне те патшалăх стандартне тивĕçтерекен свидетельствăсем панă.

Çакна та каламалла: шкулăн паха традицисем питĕ нумай. Вăл шутра – шкултан вĕренсе тухнисемпе, наука кандидачĕсемпе, çар çыннисемпе, писатель-поэтсемпе, ÿнерçĕсемпе тĕл пулусем йĕркелени, тачă çыхăнса ĕçлени. Вĕсем шкулта вĕренекен ачасем хушшинче те уйрăмах талантлисене тупса палăртма май параççĕ. «Пирĕн ачасен пултарулăхне курма-туйма вĕренмелле»,- теççĕ кунта ĕçлекенсем. Андрей Николаев спортсменăн, Наташа Леонтьеван çамрăк артистăн, Настя Волкова пĕчĕк сăвăçăн, В.Алексеева художникăн тата ытти ачасен çитĕнĕвĕсемпе вара тивĕçлипех мухтанаççĕ.

Паллах, грант çĕнсе илнĕ шкулсен çак укçа-тенкĕпе хăйсене кирлĕ пек ирĕклĕн усă курма юрамасть. Вăл вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме кирлĕ вĕренÿ пособийĕсем, оборудованисем туянма, педагогсен квалификацине ÿстерме пысăк пулăшу парĕ.

- Çак грант пире тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет. Унпа эпир тĕрĕс те уççăн усă курăпăр. Пирĕн шкула килекен кашни çын туйтăр, калатăр - çак укçана эпир тивĕçлипе çĕнсе илнĕ тесе. Паян эпир пурнăçран пĕр утăм каярах юлтăмăр-тăк, ыран ниепле те хуса çитеймĕпĕр. Уйрăмах техникăра. Çавăнпа та коллективпа малтанласа палăртнă тăрăх, эпир çĕнĕ йышши компьютерсем туянасшăн. Çавăн пекех ĕç урокĕ валли çĕвĕ машинисем, мастерской валли çĕнĕ материалсем кирлĕ. ОБЖ кабинечĕ те çар хатĕрĕсемпе пуянланасса шанатпăр. Юлашки вăхăтра коллектив электронлă учебниксемпе тăтăш усă курма пуçларĕ. Çавăнпа та çакнашкал кĕнекесен фондне те пуянлатасшăн эпир,- пĕлтерчĕ шкул директорĕ.

Грант çĕнсе илнĕ шкулсене чĕререн саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 июня 2006
00:00
Поделиться
;