Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республика шайĕнчи олимпиада иртрĕ

Ял хуçалăхĕнче кирлĕ специалистсене хатĕрлесе кăларса яла аталанма май туса парассинче пуçламăш профессилле вĕрентÿ учрежденийĕсен тÿпи питĕ пысăк пулнине палăртмалла. Акă, инçе каймасăрах, хамăр районти Вăрнарти 29-мĕш тата Калининăри 24-мĕш профессилле училищĕсенченех тракторист-машинист, автомеханик, пахча-çимĕç ÿстерекен, утарçă тата ытти специальноçсене илнĕ çамрăксем çулсерен чылайăн вĕренсе тухаççĕ. Кунта пĕлÿ пухнă яшсемпе хĕрсем районти хуçалăхсенче вăй хурса агропромышленность комплексĕн аталанăвне алăртмалла тÿпе хываççĕ.

Калас килет, ял хуçалăхĕнче тимлекен специалистсем тĕрлĕ йышши конкурссене хутшăнса хăйсен ÿсĕмĕсене кăтартни, ыттисен паха опычĕпе паллашни те малашнехи ĕçре хавхалану кÿрет. Паллах, çакнашкал конкурссене йĕркеленине хаваспах йышăнмалла. Акă, иртнĕ эрнере Вăрнарти 29-мĕш профессилле училищĕре пуçламăш профессилле вĕрентÿ учрежденийĕсенче «ял хуçалăх производствинчи тракторист-машинист» профессие алла илекенсем тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем республика шайĕнчи олимпиадăра ăмăртрĕç. Ку йăлана кĕнĕ конкурса ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе çамрăксен пултарулăх çурчĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Хальхинче вара ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă конкурссантсене Вăрнарти 29-мĕш профессилле училище йышăнчĕ.

Çак кун Вăрнара республикăри трĕлĕ районсенчен хăнасем – профессилле вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем – килсе çитрĕç. Ăмăртакансен йышне вун улттăн – Вăрнарти, Калининăри, Кÿкеçри, Канашри, Патăрьелĕнчи, Пăрачкаври, Етĕрнери, Сĕнтĕрвăрри профессилле училище-лицейсенче вĕренекенсемпе производство мастерĕсем – тăчĕç. Чи малтанах ушкăнсен ертÿçисем конкурс йĕркелÿçисемпе пухăнса тупăшу условийĕсемпе паллашрĕç, ăмăртакансен ĕçне хаклакан жюри членĕсене палăртрĕç. Судьясен ушкăнне Вăрнарти 29-мĕш училищĕре тимлекен мастерсемпе преподавательсем, Шупашкарти çамрăксен пултарулăх çурчĕн тата район администрацийĕн представителĕсем кĕчĕç.

Олимпиадăра икĕ кун хушши хĕрÿ тупăшу иртрĕ. Чи малтанах конкурссантсем ĕç теорине епле пĕлнине кăтартрĕç: çул-йĕр правилисемпе техникăна пăхса-асăрхаса тăрассипе тата усă курассипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Мастерсем те, вĕсен вĕренекенĕсем те, хăйнеевĕрле «экзамента» хăйсен пĕлĕвне аван кăтартса, кăткăс ыйтусем çине тĕрĕс те пуренлĕ хуравсем пама тăрăшрĕç. Паллах, тракторист-машинист специальноçпа тимлекенсен çул-йĕр правилисене, техникăна усă курас йĕркене çирĕп пăхăнмасан май çук та. Вĕсене уямасан инкек-синкек тухасси те инçе мар.

Олимпиадăн иккĕмĕш пайĕ специалистсем уй-хирте, хăйсен пултарулăхне кăтартассипе çыхăннă.

Трактор-машинăпа ĕçлекен çынсен сывлăхĕ те – пур енчен те тивĕçтермелле. Çавна май, яланхи йăлана пăхăнса, уй-хире тухас умĕн конкурссантсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма тиврĕ. Техника хатĕрĕсем çине ларма ирĕк илнĕ мастерсем автомобильпе çÿресси халĕ ăстараххине палăртрĕç, нихăшĕ те пĕр-пĕрне парăнма шутламарĕ. Çав вăхăтрах вĕренекенсен ушкăнĕ 29-мĕш училищĕ Хушма хуçалăхĕн хирне тухрĕ. Хăватлă тракторсен кĕрлевĕн сасси тепĕр конкурс – суха тăвас тĕлĕшпе тупăшу – пуçланнине пĕлтерчĕ. Вĕренекенсем тăван училищĕсенче пухнă пĕлĕве практикăра çирĕплетрĕç, пĕрин хыççăн тепри хăйсене уйăрса панă çĕр пайĕсене сухаласа тухрĕç. Апла пулин те судьсем вĕсен ĕçне тĕрлĕ виçесене шута илсе питĕ çирĕп хакларĕç, чи маттуррисене палăртрĕç. Çакăнпа ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕ вĕçленнĕ май, тĕрлĕ районсенчен килсе çитнĕ хăнасем каçхине те хăвăрт саланмарĕç, ятарласа хатĕрленĕ Вăрнарсен юрри-ташшине курса савăнчĕç. Çакăнпа пĕрлех тепĕр кун ăмăртăва тăсма вăй-хăват пухрĕç.

Ирхине вара, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн, каллех хĕрÿ тапхăр. Хальхинче производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем суха тăвассипе, студентсем автомобильпе çÿрессипе вăй виçме лекрĕ.

Юлашки трактор сасси шăплансан жюри членĕсем олимпиадăна пĕтĕмлетме пуçăнчĕç. Çăмăл килмерĕ судьясен ушкăнне ку ĕçре. Анчах ăмăртура çĕнтерÿçĕ Пĕрре. Кунсăр пуçне палăртма кăмăллă, пирĕн район чысне хÿтĕлекенсем çÿллĕ шайра пулчĕç, пурте призлă вырăнсене йышăнчĕç. Производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем хушшинче Калининăри 24-мĕш училищĕре тимлекен Г.Макаров çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Вăрнарти 29-мĕш училище мастерĕ Р.Николаев, виççĕмĕшсем – патăрьелсем.

Вĕренекенсене илес пулсан, çĕнтерÿçĕсем – етĕрнесем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вăрнарти тата Калининăри училищĕсенче пĕлÿ пухакан Ю.Шашковпа А.Сидоров пайларĕç. Хăйсен вĕренÿ заведенийĕсен, райончысне ÿкермесĕр мала тухнисем, паллах, мухтава тивĕçлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 июня 2006
00:00
Поделиться
;