Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Грант – шкула аталантарма

Калининăри тата Ярмушкари вăтам шкулсем Раççей тата Чăваш ен Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. Патшалăх пулăшăвĕ шкулсен «енчĕкне» пырса кĕрессе кĕтнĕ вăхăтра вара конкурсс çĕнтерÿçисем çак укçа-тенкĕпе мĕнле усă курмаллине планлаççĕ.

Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, калининăсем çĕнсе илнĕ пĕр миллион тенкĕ информатика тата технологи кабинечĕсем валли оборудовани туянасшăн. Çавăн пекех вĕсем «Газель» микроавтобус туянас тата хăтлă гараж тăвас кăмăллă. Юлакан укçа шкулăн сăн-сăпатне илемлетме пулăшĕ.

Ярмушкасен те плансем пысăк. Шкул директорĕ Е.П.Фролов палăртнă тăрăх, конкурс йĕркипе пырса кĕрекен укçа вĕрентекенсен квалификацине ÿстересси, методика литературипе вĕрентÿ пособийĕсене туяннă, оргтехникăна çĕнетесси çине кайĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 июня 2006
00:00
Поделиться
;