Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Методика вĕрентĕвĕн ярмарки

Нумаях пулмасть Шупашкарти 2-мĕш шкулта республикăри вĕрентÿ управленийĕспен воспитани енĕпе ĕçлекен методисчĕсен тата хушма пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ. Çавăн пекех унта «Методика вĕрентĕвĕн ярмарки» вĕрентÿ программисен республикăри конкурсне те пĕтĕмлетнĕ.

Конкурс виçĕ тапхăрпа пилĕк номинацире иртнĕ. Пирĕн районтан унта икĕ ĕç тăратнă: Санарпуç шкулĕ – «Пирĕн тăрăх» (авторĕсем – Т.Я.Терентьева, И.Г.семенова, Г.И.Егорова), Çĕрпел шкулĕ «Çĕрпелти галерея – ял культурин аталанăвĕ (авторĕ - Н.В.Андреева) ĕçĕсем. Вĕсем иккĕшĕ те харпăр хăй номинацийĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин грамотисен, парнисене тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 июня 2006
00:00
Поделиться
;