Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пилĕк уйăхри кăтартусем

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси – ял хуçалăхĕнче пысăк нумай тупăш илме май паракан отрасльсенчен пĕри. Çавна май выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстересси, аш-какай туса илессине аталантарасси çине6 пысăк тимлĕç уйăрмалли паллă. Ку тĕлĕшпе районта лару-тăру еплерех-ха, хуçалăхсем, ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ-и, аш-какай продукцине илесси ÿснĕ-и; Ку кăтартусем кăçалхи пилĕк уйăхри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсенче палăраççĕ. Сăмахран, çак тапхăрта районти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 646 тонна аш хатĕрлесе сутнă. Каламалла, аш-какай туса илессине «Победа» (122 пр), «Броневик» (102 пр) хуçалăхсенче, «Родник» агрофирмăра (119 пр) ÿстерме пултарнă. Районĕпе пулсан, илсен пулсан, мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 6973 пуç шутланать. Чи пысăк хисеп Карл Маркс ячĕллĕ (970 пуç), «Янгорчино» (742), «Броневик» тата «Юнтапа» (600-шер) хуçалăхсенче.

Сыснасем ĕрчетессипе районта «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществин хушма хуçалăхĕ пысăк çитĕнÿсемпе палăрать. Унта паянхи куна 9 пин сысна ÿстерсе самăртаççĕ.

Районти ял хуçалăх предприятимйĕсенче вара пĕтĕмпе  9784 пуç тытаççĕ. Ку кăтарту, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1700 пуç чухлĕ пысăкрах.

Çуллахи тапхăрта ĕнесене улăх-çарана кăларнă май сĕт суса илесси те самаях ÿснĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра, акă, кашни сăвакан ĕнерен 1074 килограмм сĕт илнĕ (пĕлтĕрхипе танлаштарсан – 120 пр). Ку тĕлĕшпе чи малта пыраканĕ – «Янгорчино» ял хуçалăх производство кооперативĕ: çĕрпелсем пĕр ĕнерен вăтамран 1984 килограмм сĕт сунă. «Победа» (1908 килограмм), «Хорнзор» (1745 килограмм) хуçалăхсен кăтартăвĕсем те аван, пĕр кунта вăтамран – 16-17 килограмшар.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 июня 2006
00:00
Поделиться
;