Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул вĕренсе тухакансен балĕ пулать

Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Мускавра, Патшалăх Кремль Керменĕнче, Раççейри шкул вĕренсе тухакансен ячĕпе театрализациленĕ бал пулать.

Бал программи анлă та пуян: Сапожковск площадĕнче тĕл пулни, Кремль çывăхĕнчи паллă мар салтак вилтăпри çине чечексем хуни, паллă эстрада çăлтăрĕсен концертне хутшăнни. Пысăк мероприяти (ăна телевиденипе тÿрĕ эфирта кăтартĕç) шкултан вĕренсе тухакансен ячĕпе панă фейерверкпа вĕçленĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, театрализациленĕ бала олимпиадăсен, предметпа ирттернĕ конкурссем, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем хутшăнĕç. Вăл шутра Чăваш ен вĕренекенĕсем те пур, вĕсем – 2005-2006 çулсенчи республика тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисем: Г.Лебедев ячĕллĕ лицей-интернатри Федор Юманов, Шупашкарти 49-мĕш шкулти Алексей Волков тата Куславкка районĕнчи Карачево шкулĕнчи Ирина Волкова.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 июня 2006
00:00
Поделиться
;