Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чун-чĕрере хĕлхем пулсан

Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх кашни çыннăнах ашшĕ-амăш юнĕпе килнĕ мĕнле те пулин талант пур. Малтанлăха вăл пирĕнте хĕлхем пек кăна тĕлкĕшет, ÿссе пынă май вăйланса палăрма тытăнать. Хăшĕсен вара Турă панă пултарулăх ачаллах палăрать – ялкăшса çунма тытăнать. Тĕслĕхрен, Австри композиторне Вольфганг Амадей Моцартах (1756-1791) илер. Вăл ултă çултах оркестр дирижерĕ пулса ăна ертсе пынă. Çак ушкăна А.С.Пушкина, С.А.Есенина, чăвашран К.В.Иванова кĕртме пулать. Наукăра вĕсене феноменсем теççĕ.

Эпĕ сире хамăр хушăри, ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман педагогпа – Оксана Владимировна Жебелевскаяпа – паллаштарасшăн. Хапăсри вăтам шкулта тимлекен икĕ теçетке вĕрентекенрен вăл, тен, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе те, кирек кампа та сăпайлă калаçма пĕлнипе кăна уйрăлса тăрать. Анчах та çакна манма кирлĕ мар: сăпайлăх – чун-чĕре тĕкĕрĕ.

Пуçламăш классенче ăна шкулти чи ăста та опытлă учитель – Екатерина Петровна Михайлова ăслăлăх çулĕ çине çирĕппĕн ура ярса пусма вĕрентнĕ. Вăл хывнă çирĕп никĕс Оксана Владимировнăна пурнăçра нумай пулăшу панă. Шкула çÿреме тытăнсанах унăн пĕр паха ен палăрма тытăннă – класри тата шкулти обществăлла пурнăçа активлă хутшăнасси. Пионерсен сборĕсемпе утренникĕсенче Оксана яланах юрă пуçлакансенчен пĕри пулнă. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне те вăл класс комсоргĕ тата вĕренекенсен комитечĕн членĕнче тимленĕ. Çитĕнсен кам пулассине те вăл малтанах палăртса хунă, çавăнпа та алла тулли мар вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен документа илсен, пĕр тăхтама тăмасăр Канашри педагогика училищине çул тытнă. 1989 çулта унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрет. Училищĕре экзаменсене ăнăçлă тытса вăл тăван Хапăс шкулне пуçламăш классене вĕрентме килет. Класри ачасем çине пăхса вăл хăйне çĕр çинчи чи телейлĕ çын вырăнне хурать. Пĕр тапхăр ачасене вĕрентсе ĕç опычĕ пухнă хыççăн вăл пĕлĕвне тарăнлатма тĕллев тытать. 1995 çулта И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен пединститута, пуçламăш классен уйрăмне, кĕретĕн мар вĕренме кĕрет. Хĕрÿ ĕçпе вĕренÿре тăватă çул иртсе каять. Алра иккĕмĕш диплом – аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекенни. Çак çулах ăна ĕçтешĕсем шкулти профсоюз комитечĕн председательне суйлаççĕ. Ку обществăлла ĕçĕн тилхепине вăл паянхи кун та ăнăçлă тытса пырать.

Кулленхи пурнăçра чылай çынсене сăнаса эпĕ çакна асăрхарăм: аслă шкулта вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн хăшĕсем хăйсене тĕнчери чи ăслă çынсем вырăннех хураççĕ, мăнкăмăлланса ял-йышпа та калаçма пăрахаççĕ, пуç каçăртса кăна утаççĕ. Оксана Владимировна кунашкаллисенчен пур енпе те уйрăлса тăрать. 2004 çулта вăл Шупашкарти вĕрентÿ институтне, ют çĕршыв чĕлхисен факультетне, акăлчан чĕлхи уйрăмне каллех кĕретĕн мар вĕренме кĕчĕ. Мĕн калăн, вăхăчĕ çапла ыйтать. Халĕ ачасене иккĕмĕш класранах ют чĕлхене вĕрентме тытăнаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Оксана Владимировна каллех пĕрремĕш классене вĕрентет пулсан та – 2, 3, 4 классенче эрнере икшер сехет, 5, 6 классенче – виçшер сехет акăлчан чĕлхине вĕрентет. Вăхăт шăвать, кăçал каллех диплом ĕçне хÿтĕлемелле.

Вĕренекенĕсемпе те савăнмалли пурах. Пĕлтĕр, тăваттăмĕш класри Нина Бойкова математикăпа районта ирттернĕ олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăннă, чăваш чĕлхипе Таня Сюмайкина мала тухнă. Тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене тухнăшăн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна çулсерен Хисеп грамотисемпе дипломсем парса чыслаççĕ.

Ял поселенийĕнче те хастар хĕрарăма ĕçсĕр хăвармаççĕ, вăл – хĕрарăмсен канашĕн председателĕ. Шкулти ĕçсемпе пĕрлех унăн час-часах ялти хĕрарăмсен ыйтăвĕсене те татса пама тивет.

Ялта пурăннă пирки килти хуçалăхпа та нумай вăхăт иртет. Юлашки çулсенче, мăшăрĕпе – Михаил Сергеевичпа – вĕсем кирпĕчрен хăтлă çурт çавăрчĕç, кăçал пурăнма куçрĕç. Юрать-ха, вунпĕрмĕш класра вĕренекен Сергей ĕçе çыпăçакан пулчĕ. Кĕçĕннийĕ, Славик, пиллĕкре кăна, садике çÿрет.

Черетлĕ аттестацире пĕрремĕш категорилĕ вĕрентекен ятне илме тивĕç пулса ачасене чун ăшшипе пĕлÿ тата воспитани паракан чăн-чăн педагог пулнине çирĕплетсе пачĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июня 2006
00:00
Поделиться
;