Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Масарсене юхăнма парар мар

Масар тирпейлĕхĕ – ял сăнĕ, теççĕ халăхра. Çавăнпа та ăна, тăван кил-çурта тасатнă пекех, тирпейлĕхре тытмалла. Унсăрăн пире çав тери пысăк çылăх. Шел, чылайăшĕ паян çак сăваплă тивĕçе пурнăçламасть-ха. Масар территорине тасатма мар, йăх-несĕлĕсен вил тăпри çинче те йĕрке тумасть вăл. Çакă вара масарта канлĕх тупнă çывăх çыннăмăрсене хисеплеменнипе, сума суманнипе пĕр танах. Çакна республика Президенчĕ Н.Федоров та палăртрĕ: «Аслă несĕлĕмĕрсен вил тăприйĕсене пăхса тăрасси чи таса тивĕç пулмалла. Масар çинчи йĕркелĕх çитĕнсе пыракан ăрăва тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе те паллă вырăн йышăнмалла».

Президент асăрхаттарăвне шута хурса кашни ял поселенийĕнчех масарсене тирпей-илем кĕртме пикенчĕç. Уйрăмах ку енĕпе хирпуçсем пысăк активлăхпа палăрчĕç. Ял поселени территорийĕнче пурăнакан çамрăксем хăйсен йăх-несĕлĕсене манманнине ырă ĕçпе çирĕплетсе пачĕç, Çветтуй Троицăна тивĕçлипе кĕтсе илчĕç.

Ял масарне ушкăнпа тасатма, тирпейлеме кар тăни вĕсем чун-чĕрепе ырă, таса туйăмлă пулнине те кăтартса парать. Акă, вĕсем Хирпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Абакумова, Хирпуç тата Рункă ял старостисем В.Аникинпа  В.Алексеев ертсе, пуçарса пынипе масар тавралла çĕнĕ карта тытса çаврăннă, хăрнă йывăçсене каснă, çĕнĕ тĕмсем лартса хăварнă, çÿп-çапа илсе тухнă. Икçĕре яхăн хĕрпе каччă виçĕ кун тăрăшса ĕçлени харама кайман: вунă çула яхăн юсаман, тĕпрен тасатман масара тинех илемлĕ сăн çапнă.

Анчах та ял çыннисене тепĕр ыйту та питех канăçсăрлантарнă: масар çинче вилнисене пытарма вырăн юлман. Çак ыйтăва та татса пама май килнĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Абакумова официаллă майпа масара тата 0,93 гектар таран тăсма ирĕк ыйтса илнĕ. Çĕре çветтить тума Хусан Турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятельне Николай аттене чĕнсе илнĕ. Çĕре сăвапланă çĕре масара тасатма пулăшнă Рункă çыннисем те хутшăннă.

Юсав ĕçĕсем, паллах, спонсор пулăшăвĕсĕр пулса пыраймаççĕ. Хирпуçсене, акă, пăтасем илме К.Алексеев, картасем туянма С.Флегентов пулăшнă, каштасемпе К.Борисов (Вăрнарти вăрман хуçалăхĕ) тивĕçтернĕ. Уравăш ял çыннисем каштасене тасатса-саваласа панă. Вырăнти хуçалăх та аякра юлман. «Победа» кооператив ертÿçи А.Семенова трактор уйăрса панă.

Масар – сăваплă вырăн. Эппин, ăна яланах тасалăхра тытар. Хирпуçсен хастарлăхĕ вара пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пултăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июня 2006
00:00
Поделиться
;