Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пăшалтан перессипе – турнир

Пăртасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пăшалпа 10 метртан перессипе ăмăрту иртрĕ. Ăна Çĕнтерÿ кунне халалланă. Турнирăн тĕп тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине сарасси, вĕренекенсене спорта явăçтарасси.

Ачасем спорт мастерĕн, Раççей Çарĕн подполковникĕн Владимир Николаевич Типушкинăн парнишĕн тупăшрĕç. Вăл Пăртас ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1975 çултан пуçласа 1985 çулччен ялти шкулта вĕреннĕ, 1986 çулта салтака кайнă. Каярахпа тĕрлĕ çар шкулĕсенче ăс пухнă. Пирĕн ентеш тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. 2001 çулта вара пăшалтан перес енĕпе спорт мастерĕ пулса тăнă.

Шкул ачисем хушшинче ирттернĕ ăмăртура мала тухнисем спорт мастерĕн парнийĕсене тивĕçрĕç. 2-4-мĕш классем хушшинче Людмила Семенова, Ксения Иванова, Евгения Никитина, Роман Никитин, Павел Тихонов, Денис Антонов, 5-8-мĕш классем хушшинче Татьяна Александрова, Александра Краснова, Ирина Ишмейкина, Дмитрий Иванов, Геннадий Алексеев, Григорий Ишмейкин палăрчĕç. Чи пултаруллисемпе хастаррисем вара: 9-мĕш класри Людмила Кузнецова, Наталья Михайлова, Евгения Гордеева, Станислав Иванов, 11-мĕш класри Олег Германов, Алексей Митрофанов.

Маттур, ачасем! Малашне те хастар пулăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июня 2006
00:00
Поделиться
;