Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вут тухсан, куççульпе сÿнтереймĕн

Тинех çуллахи ăшă кунсем çитрĕç. Çакăнпа пĕрлех пушар тухас хăрушлăх та çивĕч тухса тăчĕ. Шăрăх е çиллĕ çанталăк вут-çулăма алхасма майсем туса пани каламасăрах паллă. Унсăр пуçне ачасем те, вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май, хăйсене ирĕклĕ туяççĕ. Ашшĕ- амăшĕсем те тимсĕрлĕх çинчен манаççĕ. Ача-пăчана, уйрăмах пĕчĕккисене, кил-çуртра пăхса-асăрхаса тăмасăр хăварма юраманнине ас тусах тăрăр.

Акă, июнĕн 4-мĕшĕнче, Çĕньял Хапăс ялĕнчи уйрăм çын хуçалăхĕнче пурăнмалли çуртра вут-кăвар тухнă, шалти пурлăх çуннă. Пушар сăлтавĕ вара – тăватă тата пилĕк çулти ачасемшăрпăкпа выляни. Çурта страхламан пирки, çемье пилĕк пине яхăн тăкак курнă. Çак тĕслĕхех, сăмахран, ача аллине шăрпăк лекесрен тем пек сыхланмаллине пĕлтерет те ĕнтĕ. Çуллахи каникул пуçланнă пирки, лагерьсемпе кану çурчĕсене кайман шăпăрлансем, хуларан яла аслашшĕ-асламăшĕсем патне персе çитеççĕ. Çавна май, ашшĕ-амăшне хĕрĕ-ывăлĕсене пушар хăрушсăрлăх йĕркипе çирĕп паллаштарма сĕнес килет. Ан манăр, инкеке асăрхаттарасси чарассинчен çăмăлрах.

Июнĕн 3-мĕшĕнче пулса иртнĕ пушар сăлтавĕ вара – кăмака монтажĕн йĕркине пăсни, вăл юсавсăр пулни. Çакна пулах Хапăс ялĕнчи пĕр уйрăм хуçалăхра хуралтăсем çулăмпа сиенленнĕ. Хальхинче те хуçалăха страхламан. Тăкакĕ - çичĕ пине яхăн.

Каласа хăварас килет, çулла – пушар тухас хăрушлăх пысăк вăхăтра - çутçанталăк пурлăхне те куç пек упрамалла. Вăрмансенче, çырма-çатрасенче ытахаль кăвайтсем чĕртни, типтерлĕ сÿнтермесĕр хăварнишĕн кайран ÿкĕнме тивĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июня 2006
00:00
Поделиться
;