Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яланах библиотекарь...

Çак ятпа районти тĕп библиотекăра иртнĕ КВН вăййисем пур библиотекаре тенĕ пекех пĕр çĕре пуçтарчĕ.

Ял библиотекарĕсенчен йĕркеленĕ виçĕ команда пĕтĕмпе тăхăр конкурсра тупăшрĕ. «Пирĕн анкета», «Эсĕ литературăна пĕлетĕн-и;», каларăшсем калас, спорт, музыка конкурсĕсем уйрăмах интереслĕ иртрĕç. Кашни командăн профессилле ăсталăхĕ, пултарулăхĕ, тавракурăмĕ пысăк пулни палăрчĕ. Пĕрремĕш вырăна вара Çĕньял Хапăсри, Уравăшри, Хирпуçĕнчи, Хурăнсур Çармăсри тата Çĕрпелти библиотекарьсен пĕрлештернĕ команди тухрĕ.

Конкурссем хушшинче куракансемпе те вăйăсем ирттерчĕç. Чи активли, паллах, парнене тивĕçрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 июня 2006
00:00
Поделиться
;