Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

100 пин çĕнсе илме май пур

Июнĕн 1-15-мĕшĕсенче «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕн йĕркипе ирттерекен конкурса хутшăнма кăмăл тăвакан учительсенчен документсем йышăнаççĕ. Каламалла, çĕнтерÿçĕсем 100-шер пин парса хавхалантарĕç.

Кăçалтан пуçласа çулсеренех, уçă конкурс тата обществăлла экспертиза пĕтĕмлетĕвĕсене кура, Раççейре чи пултаруллă 10 пин учителе палăртĕç. Раççейĕн кашни регионĕ валлиех, хуласенче тата ялсенче вĕренекенсен шутне пăхса, уйрăм виçе кăтартнă. Сăмахран, Чăваш енре 112 ăста педагога чыслĕç.

Наци проектне пурнăçа кĕртекен ĕçлĕ ушкăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, шкулсен директорĕсемпе вĕсен заместителĕсен те конкурсра ăмăртма ирĕк пур. Анчах пĕр условие пăхăнмалла: вĕсен эрнере 9 сехетрен кая мар уроксем ирттермелле.

Документсене обществăлла тăватă организаци – ВУЗ-сен ректорĕсен тата шкул директорĕсен канашĕсем, республикăри отрасльти профсоюз, Чăваш наци конгресĕ – пăхса тухĕç.

Вĕрентÿ управленийĕн тытăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 6-мĕшĕ тĕлне 100 ытла учитель документсем пуçтарса тăратнă. Конкурссантсем ытларах тĕп хуларан пулнине палăртмалла, вĕсем – 63-ĕн. Патăръел, Етĕрне районĕсенчи тата Канаш хулинчи педагогсем те хăйсем çинчен активлă пĕлтереççĕ.

Аса илтеретпĕр, документсене Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институтне, 211-мĕш пÿлĕме тăратмалла. Адресĕ: Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2006
00:00
Поделиться
;