Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çăкаллă Явăш шăпчăкĕ

Çăкаллă Явăш ялĕ мĕн ĕлĕкренех хăйĕн тараватлă, ĕçчен те кăмăллă çыннисемпе палăрса тăнă. Паянхи яш-кĕрĕмĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки те ырласа калаçмалли сахал мар. Акă, искусствăн йывăр та тумхахлă анинче тар кăларса ĕçленĕ Елена Серафимовна Лукина юрăçах илер. Унăн пултарулăхĕ чечеке ларнă çурхи сада аса илтерет. Эппин, паллашар-ха юрăçăн кун-çулĕпе.

Елена Серафимовна юрăç çинчен сахал мар ырă сăмахсем илтнĕ, анчах хăйпе куçа-куçăн калаçма, унăн юрлас-ташлас, пĕр-пĕр спектакльти сăнара выляса кăтартас ăсталăхне курма тÿр килмен. «Пĕрре курса калаçни çĕр хут илтнинчен аванрах», теççĕ халăхра. Паллашас тенĕ çын хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе, кăмăлĕпе халăх умĕнче ырă ята тивĕçнине пирвайхи тĕл пулурах лайăх туйса илтĕм. Искусствăри ăсталăхĕ чăннипех унăн пуян. Хăй ăшĕнче упрама пултараймасть вăл ăна, çынсен чĕрисем патне хăвăртрах çитересшĕн, савăнтарасшăн, хумхантарасшăн вĕсене. Çакна Çăкаллă Явăшра анчахрах пулса иртнĕ акатуйĕнче Елена Серафимовна çĕршер çынсен чĕрисене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнланинчен те лайăх туйса илтĕм.

«Йышăнсамăр, ентешсем, çепĕç юррăм-кĕввĕме» - çапла ят панă хăйĕн концерт программине Шупашкар хăни. Тĕпрен илсен, унти юрăсен сăмахĕсемпе кĕввисене Елена Лукина хăй çырнă. Тен, çавăнпа-и кашни юрринех автор-исполнитель чĕрене хумхантармалла, нумайлăха асра юлмалла, шухăша ямалла шăрантарчĕ. Акă, «Çăкалăхра шăпчăк юрлать» юрăнах илер. Ăна Елена Серафимовна çепĕççĕн, менорлă çемĕпе юрласа ярсан, чунра тем хускалса илчĕ, тем пăлханчĕ, шухăш уçланкăри сцена çинчен самантран тухса, Ракăш кÿлли таврашне çиçĕмле хăвăртлăхпа çитсе ÿкрĕ. Пысăк туйăмлă, пуян тембрлă меццо-сопрано асамлăхĕ пире ялан симĕс тумлă Юнтапа тăрăхĕнчи хырлăха илсе тухрĕ, унта акшар чулĕ çийĕн çитмĕл те çичĕ кукăр туса юхакан Мăн Çавал сассипе килентерчĕ, çул тÿпере йăл-йăл çиçсе вылякан çăлтăр патне хăпартрĕ, таса юратăвăн куçа курăнми тунсăхлă варкăшĕпе çупăрларĕ...

- Пирĕн ял шăпчăкĕ ку! - хĕрÿллĕн алă çупса мухтарĕç çăкаллă-явăшсем хăйсен ентешне. Вĕсем ăна сцена çинчен хăвăртах ярасшăн пулмарĕç, çине-çинех юрлама ыйтрĕç.

Миçе юрă шăрантармарĕ-ши вăл; Вырăслине те, чăвашлине те юрларĕ Елена Серафимовна. Унăн репертуарĕ пуян: лирикăлли те, шÿтли те, авалхи халăх юррисем те, эстрадăллисем те пур.

Концерт вĕçленсен Çăкаллă Явăш шăпчăкĕпе çывăхрах паллашас терĕм.

- Елена Серафимовна, искусство çулне, тертлĕ те тумхахлăскерне, хăçан тата мĕнле суйласа илтĕр; - унăн пултарулăхĕ епле тымарланнине пĕлес килчĕ ман.

- Пĕчĕкренех – пат татса хучĕ вăл. - Эпĕ ача чухне, хут купăс сассине е пĕр-пĕр юрра илтсен çĕр шăтăкне анса кайма хатĕрччĕ. Юрă-кĕвĕ ман çума никам туртса уйăрăлми çыпăçрĕ. Аслисемпе пĕрле ялти художество пултарулăх концерчĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех хутшăннăччĕ. Кайран, вăтам шкул пĕтерсен, Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи вокал уйрăмне вĕренсе пĕтертĕм, чылай çул пир-авăр комбинатĕнчи культура керменĕнче çамрăксене юрă-ташă ăсталăхне вĕрентессипе ĕçлерĕм. Шăпах çавăн чухне юрă-кĕвĕ çырас ăсталăх çуралчĕ,- васкамасăр каласа пачĕ хăйĕн искусствăри пирвайхи утăмĕсем пирки.

Сăмах-юмах çиппине сÿтме тытăнсан, пурнăç каçалăкĕсене урлă-пирлĕ виçме пуçăнсан, уйрăмах калаçу музыка çине куçсан, Елена Серафимовна чăтаймарĕ:

- Ман шутпа, халăха шухăшлаттаракан, чуна пырса тивекен, ăс-хакăлпа кăмăл туйăма çĕклентерекен музыка кирлĕ. Профессиллĕ шайпа ăсталанă произведенисем пирки калатăп. Композитор вăл – музыкăна тарăннăн ăнланакан, чунĕпе те, ăс-хакăлĕпе те туйса тăракан çын. Юлашки вăхăтра, уйрăмах çамрăксем хушшинче эстрада юрри-кĕвви вăй илчĕ. Чăваш кĕввисем те ун еннелле туртăнчĕç. Пирĕн тивĕç - халăха пысăк шайра тăракан искусствăна ăнланма, ăна алла илме пулăшасси,- терĕ Çăкаллă Явăш шăпчăкĕ.

Е.Лукина юрăçăн ячĕ-сумĕ Чăваш Енре кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи ытти республикăсемпе облаçсенче те анлă сарăлнă. Вăл ертсе пыракан юрă-ташă ушкăнĕ Хусан, Чулхула, Самара, Волгоград, Ульяновск хулисенче тăтăшах пулнă, Атăл тăрăхĕнчи халăх пултарулăхĕн смотрĕсенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă.

Унăн мăшăрĕ те, Леонид Лукич, искусство çулĕпе тĕреклĕн малалла утать. Вăл - ÿнерçĕ. Çăкаллă Явăшра çуралса ÿснĕскер, Шупашкарти художество училищине, каярахпа И.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика университечĕн художествăпа графика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Чылай вăхăт «Чувашсервисгаз» пĕрлешĕвĕнче дизайнер пулса ĕçленĕ. Пултарулăх çулĕн малтанхи тапхăрĕсенче Л.Лукин ытларах пейзаж жанрĕпе ĕçленĕ. Вăл темиçе хутчен те республикăри ÿнерçĕсен куравĕсене хутшăннă. Унăн ÿкерчĕкĕсем пĕри тепринчен илĕртÿллĕрех, илемлĕрех. Искусствăна кăмăллакансем сăрă ăстин пултарулăхне пысăка хурса хаклаççĕ. Леонид Лукич хăйĕн картинисене яла илсе килесшĕн, курав ирттересшĕн.

Ан тив, ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕнче телейлĕ мăшăрсем ентешĕсем умĕнче хăйсен искусствăри ăсталăхне кăтартччăр, савăнтарччĕ. Ăнăçу пултăр вĕсене.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 июня 2006
00:00
Поделиться
;