Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ылтăнпа кĕмĕл медальсем – Вăрнар хĕрĕсенче

Июнĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей çамрăкĕсен çуллахи пĕремĕш спартакиади иртнĕ. Унта хутшăнса Вăрнар районĕнчи ирĕклĕ майпа кĕрешекен спортсменсем малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Кавир çине Оренбург, Пермь, Ульяновск, Самара облаçĕсенчи, Тутарстан, Мари Эл, Удмурти, Мордови тата Чăваш Республикинчи кĕрешÿçĕсем тухнă. Пирĕн район хĕрĕсем – Раççей спорт мастерĕсем Ирина Даниловапа Таня Иванова – Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕрсе ăмăртнă.

Хĕрсем кашни тытăçурах пысăк ăсталăхпа, çивĕчлĕхпе палăрнă, харпăр хăй виçе категорийĕнче пурне те çĕнтерсе финала тухнă.

Ирина Данилова ку турнирта та вăйлă кĕрешÿçĕ Пулнине тата тепĕр хут çирĕплетнĕ – 55 килограмчченхи виçере вăл çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ. Таня Иванова кĕмĕл призер пулса тăнă. Ăмăртăва ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри федерацин вице-президенчĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Свешников та хутшăннă, çĕнтерÿçĕсене парнепе чысланă.

Çак ăмăртурах Вăрнарăн тепĕр пултаруллă хĕрĕ те, Настя Трофимова, лайăх результат кăтартнă. Командăна пысăк очко парнеленĕ вăл – бронза медале çĕнсе илнĕ. Настя Тутарстаншăн кĕрешнĕ пулин те, эпир унпа мухтанма тивĕç.

Республикăн спорт çитĕнĕвĕсен енчĕкне хулăмлатма пулăшнă Иринăпа Таня вара ĕнер Хусана, Раççей чемпионатне хутшăнма, тухса кайнă. Çакна та палăртмалла: тытăçусене хаклама ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн тренерне, ЧР тава тивĕçлĕ тренерне Виталий Петрович Трофимова та судьясен йышне кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июня 2006
00:00
Поделиться
;