Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юлса пыракана пулăшатăн – премие тивĕçетĕн

Районти пур хуçалăхра та, пĕр вăхăтра мар пулин те, çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлерĕç. Çанталăкĕ те кăçал çĕр ĕçченĕ майлă пулчĕ. Маларахри çулсенчи пек акăнман-лартăнман çĕр лаптăкĕсем те юлмарĕç.

Хăшпĕр мал ĕнтĕ ĕмĕтлĕ хуçалăхсем мĕнпур ĕçе уйрăмах тĕплĕн, пахалăхлă пурнăçларĕç, пысăк тухăç паракан сортсене аксаçлартса хăварчĕç. Паянхи кун чылайăшĕ ял хуçалăх культурисен чирĕсемпе, çумкурăкпа кĕрешме пуçăннă та ĕнтĕ. «Хорнзор», «Янгорчино», «Санар», К.Маркс ячĕллĕ, «Победа», аш-какай комбиначĕн хушма тата ытти хăшпĕр хуçалăхсен уйĕсем чăнахах та тасалăхĕпе, тикĕслĕхĕпе, парка çитĕнекен куçа тыткăнлаççĕ. Тÿрех палăрать - çак хуçалăх ертÿçисем пысăк тухăç илес тесе талпăнаççĕ. Кунта, паллах, ертсе пыракансем çеç мар, специалистсем те ĕçе пĕлсе йĕркелени питĕ аван курăнать.

Çĕр ĕçченĕсем çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçĕпе чăннипех те пысăк хисепе тивĕç. Ахальтен-и, районти Ĕçпе юрă уявĕнче наградăсем илекенсем хушшинче ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем ытларах пулчĕç. Çакă район, республика ертÿçисем хура çĕр çинче ĕçлекенсене чĕререн хакланипе çирĕплетет те ĕнтĕ.

Район экономикине çĕклессипе йышăннă тепĕр ырă пуçару çинче те чарăнмасăр тăма çук. темиçе çул ĕнтĕ усă курман çĕрсен лаптăкне чакарас, юлса пыракан хуçалăхсене пулăшас тĕллевпе ятарлă премисем çирĕплетнĕ. Ăна илекенсем кăçал та сахалăн пулмарĕç.

Районти Акатуйĕнче, акă, агропромышленность комплексене аталантарассипе пысăк тÿпе хывнăшăн, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хуçалăхсене çурхи уй-хир ĕçĕсем ирттерме пулăшнăшăн аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов, директор заместителĕ Н.Аливанов, «Хорнзор», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх ертÿçисем Ф.Кузьмин тата  В.Шумилов, «Вурнарская», «Санар», «Колос» агрофирмăсен руководителĕсем В.Михайлов, Р.Игнатьев тата С.Кошкин, фермер хуçалăхĕн ертÿçи А.Игнатьев, ÿсентăрансене хÿтĕлессипе ĕçлекен районти станци специалисчĕ А.Мураткин, Гостехнадзорăн Вăрнар районĕпе ĕçлекен инженер-инспекторĕ И.Тимофеев укçан премисене тивĕçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин тăрăшулăхшăн, таса чунтан ырми-канми ĕçленĕшĕн тав труĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
21 июня 2006
00:00
Поделиться
;