Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей финалĕнчен – кĕмĕл медальпе

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ирина Львован спортри çитĕнĕсем çинчен район хаçатĕнче пĕрре кăна çырман. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăра, Атăлçи федераци округĕнче темиçе хутчен те чемпион ятне çĕнсе илме, призерсен йышне кĕме пултарчĕ вăл.

Çак кунсенче Ирина тата тепĕр çитĕнÿпе савăнтарчĕ. Краснодар крайĕнчи Армавир хулинче шкул ачисем хушшинче иртнĕ Раççей финалĕнчен кĕмĕл медальпе таврăнчĕ.

Çак турнирта И.Львова Атăл тăрăхĕнчи хуласен пĕрлештернĕ команди йышне кĕрсе ăмăртнă. 40 килограмчченхи виçе категорийĕнче финала тухичченхи тытăçусенче пурне те парăнтарнă. Шел, финалта пĕр тытăçăва выляса янă. Апла пулин те Вăрнар хĕрĕшĕн ку пысăк çитĕнÿ. Çитменнине, турнир йĕркипе çирĕплетнĕ тăрăх, çамрăк спортсмена 40 пин тенкĕ парса хавхалантарĕç. Ылтăн призерсене – 60 пин тенкĕ.

Хĕрачана турнина хатĕрлекенсем тата кĕрешÿ ăсталăхне туптама пулăшаканĕсем – Юрий Львов тата Андрей Васильев тренерсем.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 июля 2006
00:00
Поделиться
;