Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăра – иккĕмĕш

Райпо хăйĕн аптекине сакăр çул каялла уçнă. Малтанах вăл «Суту-илÿ центрĕнче» вырнаçнăччĕ. Халĕ, тăватă çула яхăн ĕнтĕ, эпир уйрăм çуртра ĕçлетпĕр. Вăрнарти Ашмаров урамĕнчи райпо аптеки кашни кун – ир пуçласа каçчен - çынсене йышăнать. Кунти тасалăх, илемлĕх, хăтлăх илĕртет. Эмелсене витринăсем çине пурне те курăнмалла вырнаçтарнă. Туянма килекенсене ырă кăмăллă та вашават сутăç-фармацевтсем кĕтсе илеççĕ. Ахальтен мар Алина Сергеевăпа Ольга Фролова халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илчĕç. Пирĕн патра пысăк квалификациллĕ специалистсем тимлеççĕ. Вĕсем кашни пилĕк çултан ятарлă вĕренÿ витĕр тухаççĕ, ăсталăха туптаççĕ.

Аптекăра 6 пине яхăн эмел препарачĕ туянма пулать. Ассортимент чăнипех пуян. Тĕрлĕ чир-чĕртен сипленмелли эмелсемсĕр пуçне биологилле активлă хутăшсем, косметика таварĕ, виçĕ çула çитичченхи ачасем валли ятарлă апат тата тавар сĕнетпĕр. Пирĕн патра çавăн пекех хатĕр куçлăхсен уйрăмĕ те ĕçлет. Райпо аптекине килекенсен ыйтăвне туллин тивĕçтерессине тĕпе хуратпăр.

Çынсемшĕн тăрăшни яланах хăйĕн ырă çимĕçне парать теççĕ. Ку тĕрĕсех. Эпир, сăмахран, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене эмелсене 3 процент йÿнĕрехпе сутма тытăнтăмăр. Çынсем питĕ кăмăллă.

Ĕç-пуç кал-кал пырать. Акă, пирĕн туслă пĕчĕк коллектив Чăвашпотребсоюз системинчи аптекăсем хушшинче темиçе çул ĕнтĕ ырă тĕслĕх кăтартать. Пĕлтĕр те, кăçал та иккĕмĕш вырăна шанчăклă тытса пыратпăр. Эпир Раççей шайĕнче те палăртăмăр, Диплома тивĕçрĕмĕр.

Юлашкинчен çакна пĕлтересшĕн: çывăх кунсенчех Вăрнар райповĕн аптека пункчĕ ĕçлеме пуçлĕ. Вăл поселокри Ленин урамĕнчи 3-мĕш лавкка çуртĕнче вырнаçĕ. Çакă Вăрнарăн хĕвелтухăç пайĕнче пвурăнакансемшĕн уйрăмах меллĕ пулĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 июля 2006
00:00
Поделиться
;