Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Саккунсене пăхăнса ĕçлемелле

Предпринимательсем, уйрăм çынсем тата саккунпа йышăнса палăртнă организацисем республика территорине юнашар регионсенчен е пачах ытти  патшалăхсенчен тĕрлĕрен ÿсен-тăран продукцийĕсене турттарса-кÿрсе килсе халăха кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ. Теприсем, пачах тепĕр майлă, Чăваш Республикинчен урăх вырăна ÿсентăран продукцийĕсене леçеççĕ.

Машинăсене çул-йĕр çинче, магазинсене, пасарсене тĕрĕсленĕ хыççăн хăшпĕрисем РФ Конституцийĕпе йышăннă ÿсентăрансен карантинĕ çинчен калакан 99-мĕш номерлĕ закона пăхăнманнине, ăна пăснине тупса палăртнă. Ют регионсенче, çĕршывсенче ÿсентăран продукцийĕсем çинче паянхи кун пирĕн республикăра е патшалăхра пачах çук чир-чĕрсем, сăтăр тăвакан хурт-кăпшанкăсем, çум курăк вăррисем пулма пултараççĕ. Тепĕр майлă вĕсене карантинлă объектсем теççĕ. Пĕри те пĕри саккун ыйтнине пăхăнса ĕçлесе пымасассăн уйрăммăн Чăваш Республикинче е пĕтĕмĕшле Раççейре çак карантинлă объектсем те ĕрчесе-сарăлса каяс хăрушлăх пур. Калăпăр, тĕслĕх, 1970 çулсенче колорадо нăррисем Раççей çĕрĕ çинче сарăлни пуриншĕн те питĕ нумай тăкак кÿни паллă.

РФ-ĕн 99-мĕш номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн, турттаракансен аякран килекен тавар карантинлă объектсенчен таса пулнине ĕнентерекен документсăр («Карантин сертификачĕ») продукцисене кÿрсе килме, сутма тата складсенче упрама юрамасть. Предпринимательсен суту-илÿ вырăнĕсенче çак документăн копийĕ яланах пулмалла.

Пĕлтĕрхи апрелĕн 14-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнче ветеринарипе фитосантари асăрхавĕн федераллă службине йĕркеленĕ, вăл Чăваш Республикинче те ĕçлет. Кунта тĕрлĕрен уйрăмсем кĕреççĕ, çав шутрах - ÿсентăрансен карантин асăрхавĕн уйрăмĕ те. Вăл карантинлă зонăсенчен килекен ÿсентăран продукцийĕсене, документсене тĕрĕслет.

Раççей Федерацийĕн Кодексĕнче йышăннă тăрăх, административлă право йĕркисене пăсакансенчен, 10.1., 10, 2., 10,3 статьясемпе килĕшÿллĕн штраф шыраса илеççĕ (500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран), е 90 кунлăха предприниматель ĕçне-хĕлне чарса лартма пултараççĕ. Организаци çине хуракан штрафсем татах та пысăкрах - 5 пинтен пуçласа 10000 тенкĕ таранах.

Продукцире карантинлă чир-чĕрсем, хурт-кăпшанкă е çум курăк вăррисем тупăнсан, ăна тĕрлĕрен мелсемпе усă курса тасатмалла. Енчен те вырăнта ку ĕçсене пурнăçлама май çук пулсан, тавара е каялла тавăраççĕ, е пачах тĕп тăваççĕ.

Паянхи куна ку тĕлĕшпе саккунсене уяманнисене нумайăшне тупса палăртнă, çул çинче ГИБДД сотрудникĕсем пулăшнипе машинăсене тытса чарнă, административлă штраф шыраса илнĕ. Апла пулин те, тĕрĕслев ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Вăрнар, Йĕпреç, Элĕк, Красноармейски районĕсенчи предпринимательсем ÿсентăран продукцийĕсене урăх регионсене сутма, турттарма кирлĕ карантин сертификатне Вăрнарти Ж.Илюкин урамĕнчи 2-мĕш çуртра, тырă йышăнакан предприятин административлă зданийĕнче илме пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-34-02, 8-906-385-80-89.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 июля 2006
00:00
Поделиться
;