Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкултан вĕренсе тухакансен слечĕ

Хÿхĕм костюмсем тăхăннă яшсем, тĕрлĕ тĕслĕ капăр тумпа юмахран килнĕ пирĕштисем пек курăнакан хĕрсем... Кашниех хулпуççи урлă «Выпускник – 2006» хăю çакнă. Кусем – кăçал районти шкулсенчен вĕренсе тухакан хĕрсемпе каччăсем. Чылайăшĕшĕн юлашки сывпулашу каçĕсем иртрĕç, ĕнер кăна парта хушшинче ларнăскерсем йывăр тĕрĕслев – экзаменсем – витĕр тухса аттестатсем алла илчĕç. Пĕр енчен пăхсан, савăнмалла кăна пек: малашне пур еннелле те çул уçă, вĕренес килсен – вĕрен, ĕçлес тесен - ĕçле. Студент пурнăçĕ те вĕресе кăна тăрĕ: вĕренÿ, культурăпа спорт мероприятийĕсем, çĕнĕ тус-юлташсем. Анчах, тепĕр тесен, тăван шкулпа, 11 çул хушши пĕрле пĕлÿ çăлкуçĕсене шĕкĕлченĕ туссемпе сывпуллашмалла. Тĕлпулĕç-ха татах вĕсем, анчах сайра хутра кăна. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн интересĕсем...

Июнĕн 26-мĕшĕнче вара мĕнпур шкулсенчи 11-мĕш класран тухакансене районти выпускниксен слечĕ пĕрлештерчĕ. Вĕсемпе пĕрлех районти культура çуртне ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем, тус-юлташĕсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Кашниех çак асамлă куна чылайлăха асра хăварма тăрăшрĕ. Каччăсемпе хĕрсен пит-куçĕнче йăл кулă вылять, чĕрисем тухса тарасла тапаççĕ пулĕ. Паян вĕсен - çĕршыв пуласлăхне йĕркелекенсен - кунĕ-çке.

Çамрăксене саламлама чи малтанах район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ.

- Мухтанас килет, кăçалхи вĕренÿ çулĕ аван кăтартусемпе вĕçленчĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче вĕренекенсем пысăк баллсем пуçтарни те çакнах çирĕплетет. Шкулта тарăн пĕлÿ илнине кăтартса ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнисем те районта кăçал чылайăн. Районти вĕрентÿ çурчĕсенче ачасене тĕрлĕ енлĕ, тарăн пĕлÿ парса, ура çинче çирĕп тăма хатĕрлени çинчен калать çакă,- терĕ вăл, çамрăксене малашнехи çулпа ăнăçлă утма суннă май.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин халĕ шкулсенчен вĕренсе тухакансем район аталанăвне палăрмалла тÿпе хывакансем, суйласа илнĕ профессире чи малта пыракансем, çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Анатолий Иванович Вăрнар районĕнчи шкулсенче 11-мĕш класс пĕтерекенсене саламласа РФ Патшалăх Думин депутачĕ, халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.Косачев янă çырупа та паллаштарчĕ. Уява тĕп хуламăртан килсе çитнĕ хăнасем – Чăваш ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов тата Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев яшсемпе пикесене хăйсене кăмăла каякан профессие алла илсе тĕрлĕ отрасльсенче вăй хума, çитĕнÿсем, чăтăмлăхпа ăнăçу сунчĕç.

Асăнтăмăр ĕнтĕ, кăçал медалистсен йышĕ пĕлтĕрхинчен ÿснĕ. 11 çул хушши пĕр ÿсĕмпе вĕренсе пырса, шкул пурнăçне активлă хутшăнса çĕнсе илнĕ вĕсем çак хисепе. Пурин умне кăларса медальсемпе чыслани, район администраци пуçлăхĕ тав сăмахĕсем калани пултаруллă çамрăксене малашне те çитĕнÿсем тума хавхалантарса пырĕ. Çак хумхануллă самантра ашшĕ-амăшĕсен куçĕсем те шывланни сисĕнчĕ, çав вăхăтрах ывăлĕ-хĕрĕпе мухтанни уççăнах палăрчĕ. Мухтанмасăр, çак куна çывхартассишĕн сахал мар тăрăшнă вĕсем, хăйсен тĕпренчĕкĕсен ырлăхĕшĕн ним шеллемесĕр вăй хунă. Çавна май ашшĕ-амăшĕсем те район администрацийĕнчен тав хучĕсене, мĕнпур ырă сăмахсене тивĕçрĕç.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников шкулсене яланах май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшать. Хальхинче те вăл Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсене завод тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ячĕпе парнесем пачĕ.

Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе тухса калаçакан «Хорнзор» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Ф.Кузьмин выпускниксене шăпа çĕршывăн хуть хăш кĕтесне çитсе ÿкерсессĕн те тăван тăрăха, шкула, юратнă атте-аннене, тăван чĕлхене ан манăр терĕ.

Уявăн официаллă пайĕ вĕçленсен, выпускниксен парачĕ иртрĕ: вĕсем, колоннăсене тăрса, районти культура çурчĕнчен пуçласа район администрацийĕ умĕнчи тĕп площаде çитичченех утса тухрĕç. Вăрнар урамĕсем пĕр кунтах тĕрлĕ тĕслĕ чечеке ларнă тейĕн.

Тĕп площаьре вара яшсемпе пикесем мĕн каçчченех «Апельсин каччисем» ушкăн юррисене итлесе, ташласа савăнчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 июля 2006
00:00
Поделиться
;