Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суту-илÿ центрĕ – Çĕрпел илемĕ

Анчахрах пирĕн пата – суту-илÿпе йăла центрне – катаран килнĕ хăнасем кĕчĕç. Тĕрĕссипе, вĕсем хамăр ялсемех-ха. Çĕрпел тăрăхĕнче темиçе çул пулманскерсем, шалтах тĕлĕннĕ. «Хăçан тата кам хăпартса лартнă ку юмахри пек кермене;- ыйтаççĕ хайхискерсем. - Çак вырăнта унчченхи пекарньăн кивĕ çурчĕ ларатчĕ мар-и;» Тăван яла курма килнĕскерсене тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарма лекрĕ.

Нимĕн те калаймăн, суту-илÿпе йăла центрĕ Çĕрпел ялĕн илемĕ пулса тăчĕ. Вăл катаранах куçа илĕртет. Шала кĕрсен, тухас килмест – хăвна тĕп хулари пĕр-пĕр чаплă лавккана лекнĕ пекех туятăн. Суту-илÿпе йăла центрне шăпах çулталăк каялла Республика кунĕн уявне Вăрнар районĕнче ирттернĕ тĕле хута ячĕç. Вăрнар райповĕ Çĕрпел халăхне чăннипех чаплăран та чаплă парне турĕ. Паллах, унăн самаях тăкакланма лекрĕ. Халĕ ял çыннисем питĕ кăмăллă, райпо коллективне, унăн ертÿçине Владимир Николаевич Федорова чĕререн тав тăваççĕ.

Эпир виççĕн ĕçлетпĕр. Хама илес-тĕк, суту-илÿре вунтăххăрмĕш çул тăрăшатăп, Çĕрпелте – вунпилĕк çул. Людмила Арсентьева сутăç та чылайранпа тимлет. Венера Васильева та ял-йышра ырă ят çĕнсе илчĕ. Апат-çимĕç продукчĕсемпе промышленность таварĕсем сутнисĕр пуçне халăхран сĕт, аш-какай, кивĕ хут, çĕтĕк-çатăк туянассипе те сахал мар вăй хуратпăр. Çынсем ыйтнипе центра эрнере пĕр кун парикмахер килсе каять. Çапла, кăçалхи ултă уйăхра суту-илÿпе пулăшу центрĕ халăха 1 миллион та 913 тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Çапла таварçаврăнăшĕ 1,5 хут ÿснĕ. Халĕ, çуллахи шăрăх кунсенче, çынсем ытларах пылак шыв, минарал шывĕ, мороженнăй туянаççĕ. Пĕр сăмахпа, халăха куллен кирлĕ кирек епле тавара та пирĕн патра туянма пулать. Çынсем пушă вăхăтра центрти кафене пухăнса канма тăрăшаççĕ. Канмалли кунсенче халăх уйрăмах йышлă пулать. Çакна та палăртни вырăнлă: çĕрпелсен ял хуçалăх производство кооперативĕ тĕреклĕ пулни те пирĕншĕн лайăх. Ара, кунта ĕç укçине вăхăтра илсе тăраççĕ, çынсем тавар туянма ытларах пирĕн пата çÿреççĕ. Çапла, ялта коммерсантсен лавккисем те пур. Вĕсен шучĕ тăватта çитнĕччĕ. Чăн та, анчахрах пĕри хупăнчĕ. Калăпăр, вĕсен эрехĕ е ытти таварĕ пирĕннинчен кăшт йÿнĕрех пулин те çынсем тĕпрен илсен пирĕн патра туянаççĕ. Райпо сутакан тавар шанчăклăрах, теççĕ. Тепĕр енчен, çынсене хитрелĕх-илемлĕх те, ыйтăва кăмăллăн тивĕçтерни те илĕртет пулас.

Эпир те ялйыш ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 июля 2006
00:00
Поделиться
;