Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уяв савăнăç парнелет

Паян -Республикăн чи пысăк уяв. Чăвашлăха мухтакан-сумлакан, чыслакан çак кун чылай региона туслăх тĕввине çыхăнтарать, республикăна аталантарма, инвестицисене явăçтарма çĕнĕ те шанчăклă çул-йĕрсем уçса парать.

Пĕлтĕр Республика кунĕпе çыхăннă уяв мероприятийĕсем пирĕн районта та анлă, çÿллĕ шайра, асра юлмалла иртрĕç. кăçал уяв эстафетине районсенчен улатăрсемпе сĕнтĕрвăррисем йышăнчĕç. Паллă куна хатĕрленсе икĕ районта та пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă.

2006 çулхи Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. Вăл яланхиллех пуян та нумай енлĕ. Çĕртмен 17-мĕшĕнче, акă, Пăрачкав районĕнчи Напольное ялĕнче «Арта» мордва халăх пултарулăхĕн регионсем хушшинчи вунпиллĕкмĕш фестивалĕ ĕçлеме тытăннă. 17-18-мĕшĕсенче Шупашкарти лаша спорт шкулĕнче юланутсемпе чупассипе уçă чемпионат иртнĕ. Юн кун та республикăра пурăнакансемшĕн, чăваш литературине хаклакансемшĕн паллă пулăмпа асра юлчĕ - çак кун тĕп хуламăрти Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ умĕнчи скверта чăваш халăх поэтне Петĕр Хусанкая асăнса лартнă палăка уçнă.

Каламалла, уявпа çыхăннă мероприятисем çулсеренех Чăваш енĕн тĕрлĕ районĕсене те «çавăрса» илеççĕ. Çĕртмен 21-23-мĕшĕсенче, акă, Вăрмарта Раççей тава тивĕçлĕ тренерне А.Федорова асăнса велосипедпа чупассипе ирттернĕ республика чемпионатне чылай спортсмен хутшăннă.

Вулакан асăрхать пулĕ, кирек мĕнле уяв та спорт ăмăртăвĕсемсĕр иртмест. Хальхинче те халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнекен тупăшусен программи пуян. Вĕсем - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Шурă чулсем» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центрта пыракан Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш спорт олимпиади, республикăри çамрăк армеецсен юхăмĕн «Зарница» тата «Орленок» финалти 38-мĕш вăййисем (Етĕрне районĕ, çĕртме 27 - утă 2), стритбол енĕпе республика чемпионачĕ (çĕртмен 23-25-мĕшĕсем)... Паянхи спорт мероприятийĕсем те анлă: Шупашкар заливĕн çыранĕнче, акă, вĕрен туртас, сĕтел çинчи теннисла, ухăран перес енĕпе спорт уявĕ иртет.

Уяв программи яланхиллех юрă-кĕвĕпе тулăх. Республика çыннисем «Живи и помни» тата «Çулăм» ансамбльсен пултарăлăхĕпе паллашĕç. Çавăн пекех «Лакрей вăрманĕ» кану, А.Г.Николаев ячĕллĕ ачасен паркĕсенче, «Салют» культура керменĕ, «Шупашкар» тата «Мега Молл» суту-илÿ çурчĕсем умĕнче, юрă-кĕвĕ лапамĕнче уяв концерчĕсем иртеççĕ.

«Раççей çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн ХIV фетивалĕ кăçал та нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасене йышăннă. Вăл чăннипех те халăхсн туслăхĕн палли пулса тăчĕ, унта хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Пиншер çухрăм хыçа хăварса Чăваш ене килсĕ çитнĕ ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе Шупашкарта, Улатăр тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче паллаштарĕç.

Республика кунĕ ташă-юрăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе çеç мар, республика экономикине çĕклессипе çыхăннă ĕçлĕ тĕл пулусемпе те асра юлĕ. Ĕнер, акă, Правительство çурчĕн ларусен залĕнче «Раççей конкурентлăхĕ» ятпа регионсем хушшинчи конференци иртнĕ. Çавăн пекех ĕнер «Волжанка» санатори-курорт комплесĕнче «Раççейри федерализм аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсем» ятпа пĕтĕм тĕнчери семинар ĕçлеме тытăннă. «Мега Молл» суту-илÿ комплекĕнче пыракан «Регионсем - пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсем хушшинчи выставка та республикăн экономикине ÿстерме чылай килĕшÿ тума май парĕ.

Çавăн пекех республика Президенчĕн Н.Федоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн «Раççей ăстисем»декораципе прикладной искусство ăстисен ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри IV конкурсĕ те, тĕрлĕ куравсем те халăхăн пултарулăхĕпе туллин паллаштарĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 июля 2006
00:00
Поделиться
;