Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕл хырăмĕ пысăк

Хуçалăх уй-хирĕсенче хĕрÿ тапхăр – обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă, сенаж, силос хатĕрлесси – пырать. Умри тĕллевсене вăхăтра тата пахалăхпа пурнăçлани агропромышленность комплексне аталантарнине ĕççынни витĕрех курать.Çавăнпа ĕне выльăх йышне ÿстерме çителĕклĕ апат хатĕрлессипе хастаррăн ĕçлет. Акă, районĕпе илсен июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне нумай ÿсекен курăксене 3595 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 100 гектар çулнă, 3350 тонна сенаж, 4920 тонна силос, 2485 тонна утă хывнă. 

Пĕр пуçланса кайнă ĕçĕн ури пур теççĕ.  «Санар» агрофирмăра, «Мураты», «Маяк», «Хорнзор» хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене, «Победа» кооперативра пĕр çул ÿсекеннисене пĕтĕм лаптăк çинчен çулса та пĕтернĕ. Анчах та «Абызовăра», «Агрохмельте» вара çак вăхăта ... пĕр гектар та çулман.

Выльăх-чĕрлĕх валли ешĕл масса хывасси кал-кал пырать. Ку тĕлĕшпе çавалкассем, хирпуçсем, çĕрпелсем, мăн турхансем, кушар-юнтапасем  маттур ĕçлеççĕ. Хирпуçсем, сăмахран, 2120 тонна силос хывнă е плана 130,9 процент пурнăçланă.

Ял хуçалăх производство предприятийĕсенче кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Районĕпе палăртнă 3760 гектартан 1897-шне сухаланă. Акакан-лартакан çĕр лаптăкĕсене пысăклатассипе уйрăмах аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ тĕллевлĕ ĕçлет. Кунта кĕр аки ирттерме 500 гектар вырăнне 1100 çĕр хатĕрленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 июля 2006
00:00
Поделиться
;